АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вырăнне пĕрре те улăштарман

28 марта 2014 г.

Пукăртан хĕрĕ Л.Тимофеева Янкăлч вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан пурнăçне культура ĕçĕпе çыхăнтарма шутланă. Райĕçтăвкомăн культура пайĕнче Людмилăна Йăлмаччари библиотека заведующийĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ. Йывăрлăхран хăрама пĕлмен хĕр турткаланса тăман - килĕшнĕ. Ĕçĕ вара кунта чăннипех те нумай пулнă. Малтанах вулав çуртне йĕркене кĕртет. Майĕпен çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупать, вĕсене культура вучахĕн ĕçне явăçтарать. Кунта канăва усăллă ирттерме мĕн кирли пурте пулнă: хут купăс, хаçат-журнал, шашка-шахмат тата ытти те. Часах ял çыннисем çамрăк артистсен спектаклĕсене, концерчĕсене çÿреме пуçлаççĕ. Кино кăтартасси, уявсене паллă тăвасси, пухусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Виçĕ çултан Людмила Геннадьевнăна Вăтакас Татмăш клубне ĕçлеме куçараççĕ. Çурта юсаттарать, сĕтел-пукана çĕнетет, хаçат-журнал çырăнать. Культура çурчĕ туса хурсан штат хушăнать. Кунта илемлĕх ертÿçи ярса параççĕ. Вăл - А.Тимофеев. Каярахпа вĕсем пĕрлешеççĕ. Концертсемпе, спектакльсемпе татмăшсене кăна мар, кÿршĕ ял çыннисене те савăнтарнă. Çил-тăмана, сивĕ çумăра пăхмасăр лаша кÿлсе çула тухнă. Янкăлчра, Çĕнĕ Шуртанта, Вăрăмпуçĕнче, Вăтапуçĕнче, Йăлмаччара тата ытти ялсенче пурăнакансем Татмăш артисчĕсене сăнранах паллакан пулнă. Пур çĕрте те вĕсене ăшшăн кĕтсе илсе ырăпа ăсатса янă. Людмила Геннадьевна çав хаваслă, нихăçан манăçми вăхăтсене час-часах аса илет. Юлашки çулсенче культура çуртĕнче ĕçлеме йывăрланчĕ. Унта халĕ те çут çанталăк газĕ кĕртмен. Ку ыйтăва тĕрлĕ çĕрте хускатнă пулин те, лавĕ ниепле те вырăнтан хускаласшăн мар. Культура ĕçченĕсен халăх умĕнчи тивĕçĕ сахал мар. Уявсемпе паллă кунсене хаваслă лару-тăрура паллă тума тата йĕркеллĕ, асра юлмалла ирттерме хăйсен енчен пурне те тăваççĕ. Уявсенчи паллă са-мантсене фотоаппаратпа ÿкерсе стендсем туса çакаççĕ. Мĕн пулса иртнине аса илсе пăхма лайăх вĕт-ха. Çак пархатарлă ĕçре Л.Тимофеева 46 çул ĕçленĕ. Нумаях пулмасть вăл тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Людмила Геннадьевна культура çуртне пырсах çÿрет. Вăл кунта тасалăхпа тирпейлĕхе тытса тăрать. Хамăрла каласан - техничкăра ĕçлет.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика