АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтерсе шав малаллах

28 марта 2014 г.

Çак кооператив председателĕн ĕç пÿлĕмĕнче Александр Романовăн совет влаçĕ вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕсем пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Мускавран яланлăхах упрама панă Хĕрлĕ ялав чыслă вырăнта тăрать. - Ку Ялава пирĕн аттесемпе аннесем тар юхтарса, ырми-канми ĕçлесе çĕнсе илнĕ, - тет Александр Николаевич. - Ку - пирĕн истори, ăна пирĕн пулас ăрусем валли упраса хăвармалла. "Путь Ленина" колхоз çитĕнĕвĕсем çинчен Валериан Прокопьев журналист тата тавра пĕлÿçĕ çырнă "Вăрăмпуçĕнчи çĕр ăстисем" кĕнекере питĕ тĕплĕн çутатса панă. Мĕнле пурăнать-ха паян "Путь Ленина" кооператив; - Паянхи кун 835 гектар çĕр çинче тырă тата выльăх апачĕ валли курăк çитĕнтеретпĕр, - тет кооператив председателĕ. - Малтанхи çулсенче çĕр улмипе пысăк тупăш илеттĕмĕр. Икĕ ялти çĕр улми путвалĕсем вырăнне пирĕн çĕнĕ технологипе ĕçлемелли хранилищĕсем тумаллаччĕ. Кая юлтăмăр, тăваймарăмăр. 2010 çулхи типĕ çанталăк тата 2011 çулхи йĕпе-сапа пире чăннипех шар кăтартрĕ, çĕр улмипе питĕ пысăк тăкак тÿсрĕмĕр. Кооператив аран-аран ура çинче тытăнса юлчĕ. Вара çак культурăна пăрахăçлас терĕмĕр. Пирĕн условисенче çĕнĕлле ĕçлеме май çук. - Александр Николаевич, хуçалăх çур акине тухма хатĕр-и; - Пирĕн тырă вăрлăхне сăвăс ернĕ, ăна химикатсемпе пĕтерме ăшă çанталăк кирлĕ. Çанталăк ăшăтсанах çак ĕçе туса ирттеретпĕр. Соляркăпа минераллă удобрени çителĕклĕ туяннă, техника та, тĕпрен илсен, уя тухма хатĕр. Соляркăна пире иртнĕ раштав уйăхĕнчех курттăммăн, литршăн 26 тенкĕпе,çителĕклĕ илсе килсе пачĕç Виçĕм çул урпапа тулă вăрлăхĕсене çĕнетрĕмĕр, Вăрнар районĕнчен элита вăрлăх туянтăмăр, халĕ вăл пĕтĕм уя акма çителĕклĕ. Кĕрхи тулла та çĕнĕ вăрлăх акса хăвартăмăр, тухăçĕ аван пуласса шанатпăр. Пĕлтĕр республикăн кăнтăр енче икĕ уйăха яхăн çумăр çуманнипе уйри тырă типсе ларчĕ, чылай лаптăка "списать" тума тиврĕ. Кĕркунне тырă хакĕ йÿнĕ пулнипе ăна элеватора леçмерĕмĕр, ял халăхне сутма хăвартăмăр. Кĕлетсенче тырă халĕ те пур. - Александр Николаевич, техника енчен тата ĕçсем еплерех; Çĕнĕ трактор е комбайн туянман-и; - Юлашки çулсенче Саранск хулинче пуçтарнă пĕр трактор туянтăмăр, ун валли "Канмаш" предприяти кăларакан дискатор илтĕмĕр. Тата культиватор тума саккас патăмăр, ăна эрне хушшинче туса паратпăр тесе шантарчĕç. Вăл пире 400 пин тенке кайса ларать. Пĕлтĕр кĕркунне 300 пин ытларах тенкĕпе Шупашкар кăларакан силос хывмалли комбайн туянтăмăр. Çавăн пек ытла хаклах мар агрегатсем туянатпăр хуçалăхра ĕçлеме. - Укçи-тенкине ăçтан тупатăр тата; Тырă сутнисĕр пуçне ăçтан тупăш илет хуçалăх; - Иртнĕ çул, ытти çулсемпе шутласан, сĕт хакĕ пирĕншĕн питĕ ÿсĕмлĕ пулчĕ. Пĕр литршăн ытти çулсенче 10 тенкĕ кăна тÿленĕ пулсан, иртнĕ çул хак вăтамран 14 тенке çитрĕ. Ку пире 1 миллион тенкĕ ытла тупăш илме май пачĕ. Çак укçапа вите тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр, ĕне ферминче 600 пин тенкĕ тÿлесе молокопровод вырнаçтартăмăр. Пирĕн фермăсенчи мăйракаллă шултра выльăх шучĕ çулталăкра 220 - 240 пуçпа танлашать, вĕсенчен 72-шĕ - сăвакан ĕне. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 4500 литр сĕт суса илтĕмĕр, ку пирĕншĕн питĕ лайăх кăтарту. Кĕтÿ кунне виçĕ хутчен уя тухнă, каçхине 10 сехетчен ĕнесем фермăна таврăнман, çавăнпа сăвăм пысăк пулчĕ. Ĕне сăвакансем пирĕн виççĕн, ферма заведующийĕ Александрова Зоя Петровна хăй те ÿркенсе тăмасть, ыттисемпе танах ĕне сăвать. Халĕ доярка тупма питĕ йывăр, уяв-и унта, килте ĕç пур-и, çук-и, пурпĕрех кунне икĕ хутчен фермăна анмалла. Ĕç укçи вĕсен сăвăм тăрăх, тÿрех калатăп, пысăк мар, 5 - 7 пин тенкĕ кăна. Çавăнпа эпир вĕсене кĕркунне тÿлевсĕр тырă парса хавхалантарма тăрăшатпăр. - Эсир Вăрăмпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, кашни çынна пĕлетĕр. Ялта вăй питти çынсем валли ĕç çук, ăçта каяççĕ вăрăмпуçсем, пĕршенерсем укçа тума; - Чăнах та, ялта, фермăсăр пуçне, çулталăк тăршшĕпе ĕçлемелли ĕç çук. Питĕре çÿреççĕ, Мускава, Çурçĕрти укçа лайăх тÿлекен регионсене. - Çак икĕ ялта та çĕр илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелекен çын тупăнмарĕ пулас... - Чылай çул каялла Моисеев Яков Алексеевич çĕр илнĕччĕ, темĕн, ĕçĕ малалла каяймарĕ унăн. Вăрăмпуçĕнче те, Пĕршенерте те хăйсен çĕр пайĕсене пĕрлештерсе тырă, çĕр улми, выльăх апачĕ валли курăк ÿстерекенсем пур. Пайăрласа фермер хуçалăхĕ йĕркелеме çĕр илнисем çук. - Нумай çул каялла "Путь Ленина" колхоз сурăх усраса пысăк тупăш илетчĕ. Каярахпа тупăш паманнине кура сурăх фермине пĕтерчĕç. - Эпĕ колхоз председательне ларичченех сурăх фермине хупас тесе хушу йышăннăччĕ, çăмне ниçта вырнаçтарма май çукчĕ. Чĕмпĕр енне кайса çăма утиялпа улăштарса ĕç укçи вырăнне утиял пани те пулнă. Выльăх шутне ÿстерес тесен фермăра ĕçлекен çынсене тупмалла. Çамрăксем тислĕкпе ĕçлесшĕн мар. Вăрăмпуçĕнче пенси çулне çывхаракансем кăна ĕçлеççĕ. - Пĕршенер ферминче колхоз вăкăр самăртса Канашри аш-какай комбинатне леçетчĕ, пысăк тупăш илетчĕ... - Ку фермăра эпир вăкăр та, тына та усратпăр. Вăкăрĕсене, 420 - 440 кг таран самăртнисене, фермăна килсех туянса каяççĕ, хакĕ пире тивĕçтерет. - Ĕлĕк машинăпа трактор паркĕнче ирсерен мĕн чухлĕ механизатор хĕвĕшетчĕ: хăшĕн удобрени патне, теприн запас пайсем шырама, топливо патне каймаллаччĕ. Халĕ механизаторсен шучĕ те сахалланчĕ пулас. - Ĕлĕкхипе танлаштарсан вĕсене хĕлле ĕçлеме ĕç çук. Пĕр тракторист валли фермăра ĕç пур ĕнтĕ. Ыттисен мĕн тумалла; Ирĕксĕрех аякра ĕç шырама тивет. Тавах вĕсене, çур аки ирттерме, тырă вырма тăван яла таврăнаççĕ. - Александр Николаевич, эсир ку хуçалăха чылайранпа ертсе пыратăр, миçе çул çитрĕ сире председателе суйлани; - Ку ĕçре эпĕ 1994 çултанпа... - Апла сирĕн юбилей; Ăнăçу сире, "Путь Ленина" колхозăн çулĕ яланах такăр пултăр. - Çапла пултăрччĕ.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика