28 марта 2014 г.
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра улттăмĕш хут Культура ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Ăна районта та паллă турĕç. Мероприятин савăнăçлă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ -социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Г.Петров уçрĕ. Вăл хăйĕн саламĕнче культура ĕçченĕ сцена çинчи çын кăна мар, çавăн пекех вăл ÿнер шкулĕн педагогĕ те, библиотекарь та, музей тата архив ĕçченĕ те пулнине палăртрĕ."Эсир пире пурнăçа юратма, çынсен чунĕнче патриотла туйăмсене вăратма, ĕмĕрхи хаклăхсене ăша хывма пулăшатăр. Сирĕн хастарлăха пула район интереслĕ, культурăллă пурнăçпа пурăнать. Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, пултарулăхра ăнăçусем, телей те ырлăх сунатăп", - терĕ Григорий Петрович. Социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ В.Павлова çапла хушса каларĕ: "Пуян истори тата ырă йăла-йĕрке, культура учрежденийĕсен пысăк сечĕ, районăн талантлă çыннисен пĕрлешĕвĕсен активлă пурнăçĕн позицийĕ, пултарулăх коллективĕсем - çаксем пурте района Чăваш Енĕн культура сферинче малтисен йышне кĕме май пачĕç". Саламлакансем татах та пулчĕç: районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн директорĕ О.Микушина, районти тĕп библиотекăн директорĕ Л.Арсентьева, культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ З.Николаева тата ыттисем . Культура ĕçченĕсен ушкăнĕн ĕçри çитĕнĕвĕсене Чăваш Республикин профсоюз организацийĕн Хисеп грамотипе палăртрĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăкĕсен театрĕн артисчĕ, Татмăш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Виталий Сергеев шÿтпе те юморпа залра савăнăçлă атмосфера туса хучĕ. В.АЛЕКСЕЕВ.