АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтел çинче çăкăр ан татăлтăр тесе

28 марта 2014 г.

Раççей халăхĕн историйĕнче паттăрла ĕçсем сахал мар. Иртнĕ пурнăçăн мухтавлă страницисенчен пĕри - 1954-1960 çулсенче Казахстанра, Атăлçи районĕсенче, Çĕпĕрте, Инçет Хĕвел тухăçра тата Уралта çеремпе парлак çĕре ĕçе кĕртни. Çак тапхăрпа çĕршыв кун-çулĕнчи çынсен ăрăвĕсен шăпи çыхăннă. Çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре миллионшар çын хутшăннă. Пуçару тусанах пĕрремĕш эрнере Чăваш Республикинчи 1,5 пин çын хăйне çĕнĕ вырăна ямашкăн ыйтса хут çырнă. 1954 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Канашран комсомол обкомĕ йĕркеленĕ ушкăн тухса кайнă. Çав çул Чăваш Енри 2 пин ытла яшпа хĕр Çĕпĕрпе Казахстанри хуçалăхсене пулăшма пырса çитнĕ. 1955 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсем умĕн Алтай крайĕпе Казахстанри Акмола облаçĕ чăваш çĕрĕн 1255 механизаторĕпе тĕрлĕ специалистне йышăннă. Çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕре Канаш тăрăхĕн 31 çамрăкĕ хутшăннă. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен керменĕнче Совет Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата парлак çĕре ĕçе кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă пуху ирттернĕ. Унта 1954-1960 çулсенче çерем уçнă ветерансем хутшăннă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур: çав çулсенче вĕсем 17-18-та пулнă. Тавар турттаракан пуйăссем мал ĕмĕтлĕ, вĕри чĕреллĕ яшсемпе хĕрсене халиччен пулман вырăнсене илсе кайнă. Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ Р.Майорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Пуклакова) ун чухне Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1956 çулта студентсен отрядне виçĕ уйăхлăха Алтай крайне тыр-пул пухса кĕртме илсе кайнă. "Искра" ятлă совхозра вăй хунă. Вĕренсе тухсан комсомол, парти ĕçĕсенче тăрăшнă. Çĕнĕ Ачча шкулĕнче директорта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Роза Степановна çамрăклăхăн асран тухми вăхăтне аса илтерекен "Çерем çĕрсене уçнăшăн" медале типтерлĕн упрать. Сакăр вунналла çывхарса пыракан Атнаш çынни Г.Павлов 1956 çулта комсомол путевкипе Курган облаçне тухса кайнă. Актюбинск хулинче механизатора вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухсан Павлодар облаçĕнчи "Александровский" совхозăн "Сталинец-6" комбайнĕн штурвалĕ умне ларнă. Унпа пĕрле пиччĕшĕ Юра киномеханикра тăрăшнă, шăллĕ Валентин стройкăра вăй хунă. "Хамăр ял хĕрĕ урине косилка каснă хыççăн юн нумай кайнипе вилнине ниепле те манаймастăп. Ун чухне медицина хальхи пек марччĕ. Васкавлă пулăшу машини вăхăтра çитеймерĕ. Пĕчĕк вакунсенче пурăннă, услови начарччĕ. Мунча çукчĕ, пыйтланни те пулнă. Апачĕ вара лайăхчĕ. Кунне тăватă хутчен çитеретчĕç. Какайран татăк тăман", - терĕ Герман Павлович. А.Григорьев студентсен отрячĕпе виçĕ хутчен çерем уçнă çĕрте пулнă. Нумай çул Киров ячĕллĕ ЯХПКра ĕçленĕ. Çак хуçалăхăн ертÿçи Н.Андреев çамрăк чухне çĕнĕ çĕрсене тракторпа сухаланă, комбайнпа тырă вырнă. Çÿлерех асăннă çынсемсĕр пуçне савăнăçлă пухăва тата çаксем хутшăннă: Л.В.Смирнова (Карăклă ялĕ), С.И.Талля тата В.М.Шпакова (Сиккасси), М.Н.Николаев (Шăхасан), Н.И.Васильев, М.Е.Ефимов мăшăрĕпе Римма Хрисановнăпа (Канаш хули), Ю.Н.Николаев (Ачча), Н.В.Владимиров (Çатăркаçырми), Н.В.Мокеев (Ухман), А.В.Никоноровпа П.К.Кузьмин (Кăшнаруй), В.И.Константинова (Шуркасси.) Шупашкарти савăнăçлă пухура Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов çерем уçас юхăма Чăваш Ен мĕнле хутшăнни çинчен доклад туса панă. Çавăн пекех вăл çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хунă ветерансене республикăн агропромышленность комплексĕнчи паянхи лару-тăрупа паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев чăваш çĕрĕ çинчен комсомол путевкипе инçете тухса кайнă çамрăксем хăюлăх, пуçарулăхпа чăтăмлăх кăтартнине, çĕршыва пысăк усă кÿнине палăртнă. "Эсир тракторпа, комбайнпа, автомашинăпа ĕçлесе, çурт-йĕр çĕклесе, çулсем туса çеçен хире ырăлатнă, этем пурăнман вырăнсене инфратытăмпа тивĕçтернĕ. Унта та кунта çĕршер ялпа поселок ÿсе-ÿсе ларнă. Сирĕн ăру халăха çăкăрпа тивĕçтермелли программăна ăнăçлă пурнăçланă", - тенĕ вăл. Çерем уçакансене халалласа ирттернĕ конкурсра мала тухнисене наградăсем панă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика