АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татюк аппа 104 тултарчĕ

18 января 2013 г.

Ватă çын, пурнăç тути-масине çителĕклех астивсе курнăскер, çемьере, тăван-пĕлĕшпе, кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнмаллине аса илтерсех тăрать. Ара, хăй ĕмĕр пурăнса çын çинче сивĕ сăмах каласа курман-ха та.

Яманкассинче пурăнакан Татьяна Гавриловна Гаврилова пурнăçăн тумхахлă çулĕпе пĕр ĕмĕр ытла утса хура-шурра, савăнăçпа хуйха çителĕклех тутанса курнă. Апла пулин те нихăçан та çынна усал сунман, пурнăçа ÿпкелешсе калаçман.

Т.Гаврилова 1909 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче Сиккасси ялĕнче çуралнă. "Тур шыв аннă чухне çуралнă эпĕ", – тенĕччĕ Татюк аппа 100 çул тултарнă чухне хăй патне пырсан. (Çĕнĕ стильпе январĕн 19-мĕшĕ шăпах январĕн 6-мĕшĕпе пĕр килет). Кăçал вара кинемей хăй 104 çул тултарнине паллă турĕ. Ăна саламлама ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, кÿршисем килнĕ. Татюк аппана Лена ятлă хĕрĕпе кĕрĕвĕ Коля пăхаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, ĕнине те пĕлтĕр кăна усрама пăрахнă. Ун вырăнне кролик, кăркка, чăх-чĕп йышлă. Мăнукĕсем хăйсен ачисемпе яла час-часах килеççĕ, кукамăшне юратса пăхаççĕ. Пĕр саманта та тимлĕхсĕр юлмасть ватă. Ватлăх ăс-тăна шĕветет теççĕ те, Татюк аппа тăнпах калаçать-ха. "Пире пурне те лайăх паллать вăл. Куçĕ лайăх курать, хăлхи илтет. Иртнисене те астăвать", – тет юнашарта пурăнакан вашават хĕрарăм Валентина Федоровна Иванова. Кÿршĕсем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. "Хăнана-мĕне кайсан манран тÿрех: "Татюк аппу мĕнле пурăнать унта;" – тесе ытаççĕ. Аванах çÿрет-ха тетĕп. Ăна ачисем мĕнле лайăх пăхни çинчен каласа парса мухтанса ларатăп вара", – тет Валя аппа уяв сĕтелĕ хушшине пуçтарăннă хăнасене. Иртнĕ шăмат кун Татьяна Гавриловнăна çуралнă кун ячĕпе саламласа сывлăх сунма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наталия Вазинге, районпа хулари халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Эльвира Яковлева, Сиккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи "Салам" ансамбль килчĕç. Вĕсем кашниех пирĕн ентеше сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Вăрăм тăрăхĕнче пурăнакан ватăсен вăрăм кун-çулĕн вăрттăнлăхĕнчен тĕлĕнчĕç.

"Хисеплĕ Татьяна Гавриловна, эпĕ сире 104 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп. Сывлăх, лăпкă ватлăх сунатăп. Эсир революци тапхăрне, колхозсем йĕркеленнĕ йывăр çулсене, граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кÿнĕ асапсене тÿссе ирттернĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе хурçă пек çирĕпленнĕ, çавăнпах пуль сывлăх çирĕп сирĕн. Паян пурăнакан ватăсенчен эсир районта чи асли. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Тепĕр çул та саламлама килмелле пултăрччĕ. Районта пурăнакан мĕн пур халăх ячĕпе пире валли мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварнăшăн сире тав тăватăп. Малашне те сире çакăн пекех лайăх пăхчăр", – терĕ Владислав Васильевич. Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наталия Вазинге салам сăмахĕсене малалла тăсрĕ. "Татьяна Гавриловна, ку таранччен типтерлĕ, тĕрĕс-тĕкел, нумай пурăнса савăнтарса тăратăр пире. Сире тăван тавралăх сывлăшĕ те вăй парать пулĕ. Тепĕр çул сире 105 çул тултарнă ятпа килсе саламласчĕ", – ырă сунчĕ Наталия Анатольевна. Социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Эльвира Васильевна та ăшă сăмахсем каларĕ. Асăнмалăх парнесем пачĕç. Сиккассисем чăваш юррисем юрласа савăнтарчĕç.

– Хĕлле тула кăлармастпăр. Шăнса чирлесрен хăратпăр. Ача пекех вăл ватă çын. Çулла урама тухса ларатчĕ-ха. Халь ытларах шăплăх кирлĕ, шав ывăнтарать ăна. Телевизорпа чăваш передачисене пăхать. Чăвашла юрăсене итлет, – тет Татьяна Гавриловнăн хĕрĕ Елена Кузьминична сĕтел хатĕрленĕ май. – Çĕр çулта чухне те ĕçсĕр лармастчĕ. Пахча çимĕç лартса хăварсан çу каçипе пахчара кăштăртататчĕ. "Эпĕ вилсен çум çумлакан та пулмасть те, улма лартма та пăрахатăр ĕнтĕ эсир", – тетчĕ. Кĕркунне чĕкĕнтĕре кăларса тасатса купасем туса хунă пĕринче. Пĕр вĕçĕм мĕн ĕç те пулин тумаллаччĕ.

Çак çула çитсе пирĕн анне эрех те, сăра та ĕçсе курман. Пĕрре больницăра выртман. Сĕтрен хатĕрленĕ юр-вара юратать. Ĕнене те анне валли сĕт пултăр тесе ку таранчченех усрарăмăр. Вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ вăл ĕçе юратнинче пулĕ. Анне ĕçленинчен хам та хытă тĕлĕнеттĕм.

Пирĕн аттен малтанхи арăмĕ ача çуратсан нумай пурăнайман, вилнĕ. Анне Яманкассине качча килнĕ чухне Римма аппа тăватă çулти ача пулнă. Анне ăна хăй çуратнă ача пекех пăхса ÿстерчĕ. Шăллăм, атте вилсен анне питĕ хытă кулянчĕ. Сывлăхĕ хавшаса каять пуль тесе шутсăр хăранăччĕ эпир, – амăшĕн кун-çулĕпе паллаштарать Лена аппа.

Татюк аппасем тăваттăн пĕр тăван пулнă – виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Самана йывăррине пăхмасăр тăватă класс вĕренме пултарнă вăл. Татьяна Гавриловна ашшĕнчен çамрăклах тăлăха юлнă. Хĕрача вун икĕ çулта чухне вилнĕ ашшĕ. Килте арçын аллисĕр йывăрри каламасăрах паллă, мĕн пур ĕçре амăшне ачисем пулăшнă.

1938 çулта Татьяна Яманкассине Кузьма Иванович Иванова качча килнĕ. Куçма тетепе Татюк аппан виçĕ ача пулнă. Шел те, аслă ачи пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. 1940 çулта Ивановсен хĕрача Лена çуралнă, 1943 çулта ывăл ача Иван çут тĕнчене килнĕ.

Вăрçă пуçлансан, 1941 çулта, Кузьма Иванович фронта тухса кайнă. Татюк аппа пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. 1942 çулта салтак йывăр аманса яла таврăннă та, суранĕ тÿрленсе çитсен – каллех вăрçа. Тепĕр çулхине Иван çуралнă. Ача çуратсан виççĕмĕш куннех çамрăк хĕрарăм больницăран тухнă. Колхозра ĕçлекенсем çитменрен ывăлне çуратсан пиллĕкмĕш куннех ĕçе кайнă. Ун чухне ĕçлекенсене çăкăра виçсе панă, ĕçлеменнисене лекмен. Йывăр çын чухне те пар лашапа суха тума çÿренĕ.

Татьяна Гавриловнăн мăшăрĕ Кузьма Иванович вăрçăран 1945 çулта таврăннă. "Атте ал чăмăркки пысăкăш сахăр катăкĕ илсе килнине лайăх астăватăп", – тет Лена аппа. Фронтовик нумай çул Доронин ячĕпе хисепленекен колхозра (Яманкасси колхозĕн ун чухнехи ячĕ) бригадирта ĕçленĕ. Татюк аппа та мĕн çамрăкран пуçласа ватăличченех колхоз ĕçĕнче вăй хунă. 70 çул тултарсан тин ĕçе тухма пăрахнă вăл.

Çулĕпе ватă çын шутне кĕрсен те час ватăлмарĕ-ха Татюк аппа. Лутрарах пÿллĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ хĕрарăмччĕ те вăл, питĕ çăмăллăн çÿретчĕ. Ĕне кĕтĕвĕнчен таврăннине тин кăна курнăн туйăнать. Иккен, унтанпа 20-25 çул иртсе те кайнă. Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа иртнĕрен юнашар пурăнакан çынсем сакăр, тăхăр теçетке урлă каçнине те сиссе юлаймастпăр. Вĕсем пи-рĕншĕн ялан пĕр евĕр туйăнаççĕ. Пурăнăр-ха, ватăсем, сирте хут çине çырни мар, чăн-чăн чĕрĕ истори упранать. Сывлăх пултăр!

Ирина АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика