18 января 2013 г.
Çĕнĕ çула савăнăçлăн кĕтсе илес тĕллевпе культурăпа социаллă сфера учрежденийĕсен, суту-илÿ объекчĕсен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсен умĕсене тата территорийĕсене илемлетес енĕпе конкурс ирттернĕ.
"Чÿречесене тата тĕп алăксене чи хитре илемлетнисем" номинацире пилĕк ушкăна пайланă. Шкулсем, ача сачĕсем, культура учрежденийĕсем, суту-илÿпе спорт объекчĕсем тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хушшинче Вăтапуç вăтам шкулĕ, Шăхасанти "Хĕлхем" тата Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕсем, Уçырмари культура çурчĕ, С.Бартязов предпринимателĕн Асхвари "Нева" магазинĕ, Шăхасан ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Ухман вăтам шкулĕ, Вăтапуçĕнчи "Шăнкăрав курăкĕ" ача сачĕ, Сиккассинчи тата Çеçпĕлти культура аталанăвĕн тата библиотека пулăшăвĕн центрĕсем, ачасемпе çамрăксен "Импульс" спорт шкулĕ, Вăтапуç ял тăрăхĕн администрацийĕ йышăннă, виççĕмĕшне – Энтрияль тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсем, Ухманти "Пилеш" ача сачĕ, Сителти тата Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕсем, Уçырма ял тăрăхĕн администрацийĕ.
"Çутă пултăр!" ятпа çутăпа илемлетесси номинацире чи пысăк хака Вăрманялĕнчи культура çурчĕ, Уçырмари тĕслĕх библиотека, Шăхасанти "Çĕнтерÿçĕсен лапамĕ" тивĕçнĕ.
"Ял урамне чи лайăх илемлетесси" номинацире Вăтапуçĕнчи Хĕвел тухăç урамĕ палăрнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе наградăланă, парнесем парса хавхалантарнă.
Районти ачасен пултарулăх центрĕ "Хĕллехи фантази" ятпа сăнарлă искусство, илем кÿрекен тата практика пултарулăхĕн конкурсне ирттернĕ. Çĕнĕ çул тĕлне ăна пĕтĕмлетнĕ. Конкурса районти 15 шкулăн тата 3 ача сачĕн 7-17 çулсенчи вĕренекенĕсем тата воспитанникĕсем хутшăннă. "Сăнарлă искусство (хĕллехи пейзаж, хĕллехи юмах тематики, Çĕнĕ çул тата Раштав сюжечĕ)", альтернативлă елка (чи хăйне евĕрлĕ альтернативлă елка, чи лайăх реклама елки)", "Илемлĕ сăн ÿкерчĕк (пейзаж, портрет, натюрморт, Çĕнĕ çул фантазийĕ)" номинацисемпе 65 ĕç тăратнă.
Чи лайăххисем тесе çулсен категорийĕсене шута илсе Илья Красновăн (Уçырма шкулĕ), Оля Степановăпа Настя Иванован (Чакаç шкулĕ), Ухман шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекенĕсен тата Илья Капустинăн (Аслă Мами), Поля Ларинан тата Юля Чердакован (Шăхасан), Поля Ивановăпа Алина Владимирован (Янкăлч шкулĕ) ĕçĕсене йышăннă. Призерсен шутне çавăн пекех Ангелина Тихонова (Шăхасан), Егор Патшин (Мăкăр), Марина Кириллова (Вырăскас Пикших), Маша Петрова (Ухман), Вика Петровăпа Надя Громова (Вăтакас Кипеч), Павел Орлов (Шăхасан), Оля Васильева (Сухайкасси), Максим Сорокин (Шуркасси), Алена Ильинапа Владик Ильин (Чакаç), Данил Ильин (Ухман), Дима Елизаров (Вăрăмпуç), Поля Александрова (Аслă Мами), Алекса Максимова (Çеçпĕл) кĕртнĕ.
Ачасен пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ "Çĕнĕ çул япалисем" конкурса ачасенчен 120 ĕç килнĕ. Шкулсенче вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем хăйсем ăсталанă япаласене икĕ номинаципе тăратнă: "Çĕнĕ çул япалисем хамăр алăпа" тата "Çĕлен (2013 çул символĕ) хамăр алăпа". Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш степеньлĕ диплома Аньăпа Настя Николаевăсем (Ухманти "Пилеш" ача сачĕ), Чакаç шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекенсем, Малика Глухова (Вăтапуç шкулĕ), Вăтапуç шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекенсем, Аня Савельева (Вăтакас Татмăш), Дима Николаев (Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕ), Вика Волкова (Атнаш шкулĕ), Максим Иванов (Тури Юнтапари пуçламăш шкул-ача сачĕ) тата Артем Николаев (Шăхасан) çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньсемлĕ дипломсен хуçисем – Аня Егорова (Ухманти "Пилеш" ача сачĕ), Карина Петрова (Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕ), Арина Иванова (Вырăскас Пикших шкулĕ), Виктор Семенов (Катек), Диана Павловăпа Яна Васильева, Виолеттăпа Вика Герасимовасем (Шăхасан), Шăхасанти ачасен ÿнер шкулĕн воспитанникĕсен ушкăнĕ, Ева Осипова (Ухманти "Пилеш" ача сачĕ), Вера Игнатьева (Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкул-ача сачĕ), Максим Капустин (Аслă Мами), Линда Петрова, Таня Михеева тата Оля Семенова (Ямаш шкулĕ), Катя Сергеева (Вырăскас Пикших), Поля Александрова (Аслă Мами), Вика Саматкина (Сиккасси), Женя Герасимовпа Коля Тимофеев (Вăтапуç), Ачасен пултарулăх центрĕн ал ĕç ăстисен "Хамăр алăпа" кружок членĕсем, Кирилл Васильев (Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕ), Анжелика Максимова (Ямаш), Саманта Зайцева (Атнаш).
Çĕнĕ çул умĕн республикăри баскетболистсен шкул лигин чемпионачĕн районти тапхăрĕ вĕçленнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн акт залĕнче кубок тата медальсем парса чысланă. Хĕрачасем хушшинче малти виçĕ вырăна Шăхасан, Ухман тата Вăтапуç командисем йышăннă. Яшсем хушшинче Уçырма, Вăтакас Татмăш тата Шăхасан вăтам шкулĕсен баскетболисчĕсем ăсталăхĕпе палăрнă.
Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Зинаида Васильевна Масловăна юбилей ячĕпе саламланă.
В.АЧЧА.