18 января 2013 г.
![Ĕçчен çын яланах хисепре Ĕçчен çын яланах хисепре](../Home/588//2013/jarl.jpg)
Кармами выççăлккинче пурăнакан Ярлыгинсем пирки ырă сăмах кашни утăмра тенĕ пекех илтме пулать. Ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ хисеплĕ çынсем, нуши-тертне пайтах тÿснĕ, ĕçрен хăраманни вĕсене пурнăçра малалла утма вăй парса тăнă, тăрăшса ĕçлеме хистенĕ. Кил хуçи, Петр Васильевич, Канашри машинăсем юсакан предприятире, каярахпа вăл стройтехника завочĕ пулса тăнă, автослесарьте ĕçленĕ. Пенсие тухсан чылай вăхăт "Канаш" колхозра вăй хунă. Унăн мăшăрĕ, Валентина Николаевна, пурнăçĕн пысăк пайне стройкăра штукатур-малярта ĕçлесе ирттернĕ.
Ярлыгинсем хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Асли, Николай, Шупашкарта çул тăвакан организацире тăрăшать. Хĕрĕ, Людмила, Канашри автовокзалти кафере апат-çимĕç пĕçернĕ, Тăвай районĕнчи Тăрмăша качча тухнă, юратнă ашшĕпе амăшне хитре кăна мăнук парнеленĕ, халĕ ачапа ларать. Сăмахăм малалла Ярлыгинсен кĕçĕн ывăлĕ, Александр, пирки пырĕ.
Саша Ярлыгин малтан ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ, пĕлĕвне ÿстерме Чакаç вăтам шкулне çÿренĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче тантăшĕсемпе колхоз уйĕнче утă-улăм пуçтарнă, çĕр улми, кăшман анисене çум курăкран тасатнă, йĕтем çинче хиртен кÿрсе килнĕ çĕнĕ тырра алласа тасатнă. Пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ аттестатне алла илсен Канашри 22-мĕш профучилищĕн алăкне уçса кĕнĕ. Кунта вăл ял хуçалăх производствин тата çул-йĕр хуçалăхĕн мастерне вĕреннĕ. Вĕренÿ практикисене колхозра ирттернĕ.
Специалист дипломĕпе пĕрле Александр çар комиссариатĕнчен салтака кайма йыхравлакан хут илнĕ. Салтак юррисем юрласа, ал шăллисем вĕлкĕштерсе, ашшĕ-амăш ятне ялан çÿлте тытма хушса ялĕпех ăна Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне ăсатса янă. Çар тивĕçне вăл Амур облаçĕнче разведкăпа техника полкĕнче пурнăçланă. Çар вĕренĕвĕнче çитĕнÿсем тунăшăн командир тавĕсене тивĕçнĕ. Петр Васильевичпа Валентина Николаевнăна ывăлне тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн тав туса Çыру янă. Тăван яла Александр Ярлыгин 2007 çулта кĕçĕн сержант пакунĕсемпе таврăннă.
Хĕл каçсан "Канашри издательство çурчĕ" акционерсен хупă пĕрлĕхне ĕçе вырнаçнă. Александр хут касакан машина çинче ĕçлеме тытăннă. Вăл хаçат-журнал, кĕнеке, тĕрлĕ бланк пичетлеме хут хатĕрленĕ. 2011 çулта типографине пичетлекен çĕнĕ станук илсе килсен А.Ярлыгина печатника лартаççĕ. Опытлă Виталий Васильев вĕрентсе пынипе вăл пичет машинине кĕске вăхăтра "итлеттерме" вĕренет. Ун алли витĕр "Канаш", "Канаш ен", "Канашские ведомости", "Навигатор" хаçатсем тухаççĕ.
– Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, хушнă ĕçе вăхăтра, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакăн пек паха енĕсене кура Александр Петровича коллектива ертсе пыракансем те, пĕрле ĕçлекенсем те, саккас пама пыракансем те хисеплеççĕ, – тет издательство çурчĕн директорĕн çумĕ Алина Николаева.
В.АЧЧА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.