АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăмлă çитĕнÿсемшĕн

18 января 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултарулăхра пысăк ÿсĕм тунă çамрăк ĕçченсем тата студентсем валли ятарлă стипенди çирĕплетни çинчен калакан Хушăва алă пуснă. Вĕренÿре, бизнесра, ăслăлăх, пултарулăх, производство, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсемпе палăрнă пĕр пин хĕрпе каччă 2013 çулта кашни уйăхра 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Çулсерен çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен 21 миллион та 960 пин тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал пирĕн районтан 22 çамрăк ятарлă стипендие тивĕçнĕ.

Ольга Аристархова – районти ял тăрăхĕсен тĕп Культура çурчĕн хореографĕ,

Надежда Алексеева – Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн сĕт сăвакан машина операторĕ,

Дмитрий Гусев – Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ,

Владислав Петров – Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн полицин патрульпе пост службин взвочĕн полицейскийĕ,

Мария Петрова – Уçырмари тĕслĕх библиотека заведующийĕ,

Владимир Сорокин – район администрацийĕн информатизаци секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ,

Алексей Шамбулин – районти çамрăксен территори суйлав комиссийĕн членĕ,

Анастасия Александрова – Шуркасси вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Михаил Алексеев – Уçырма вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Борис Андреев – Чакаç вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Анна Арсентьева – районти çамрăксен территори суйлав комиссийĕн членĕ,

Марина Иванова – Чакаç вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Наталия Иванова – Вырăскас Пикших вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Алевтина Коняшкина – Раççей Геройĕ Н.Г.Федоров ячĕллĕ Янкăлч вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Андрей Никитин – Вырăскас Пикших вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Анастасия Патшина – Вăтакас Татмăш вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Надежда Русскова – Раççей Геройĕ Н.Г.Федоров ячĕллĕ Янкăлч вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Денис Сергеев – Çĕнĕ Шелттемри ачасемпе яшсен спорт шкулĕн вĕренекенĕ,

Наталья Сергеева – Вырăскас Пикших вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Валентина Федотова – Раççей Геройĕ Н.Г.Федоров ячĕллĕ Янкăлч вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Мария Федорова – Сухайкасси вăтам пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ,

Эдуард Яковлев – Вăрăмпуç пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕн вĕренекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика