18 января 2013 г.
Виçĕм кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче пулнă. Инкек тухнă вырăна пăхса çаврăнсан вăл ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унта ЧР шалти ĕçсен министрĕ С.Семенов, республика правительствин членĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи вырăнти влаç органĕсен ĕçченĕсем, ыттисем хутшăннă.
М.Игнатьев пĕтĕм служба васкавлă ĕçленине, кирлĕ мерăсене вăхăтра йышăннине палăртнă. Синкер вырăнĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский ертсе пыракан комисси кунĕпех ĕçленĕ. Вăл каланă тăрăх, взрыва пула шар курнă çурта юсаса çĕнетме май килмест, çавăнпа ăна ишсе çак вырăнтах çĕннине тума йышăннă. ЧР Строительство министерствине проект ĕçĕсене пуçлама хушнă. Ку çурта 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма планлаççĕ. Инкек тÿснĕ çынсене Чăваш Республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене арендăна илме сĕннĕ. Ку мелпе усă курма, Шупашкара куçма 6 çемье кăмăл тунă. Çĕрпÿ районĕнчех юлас текенсем валли вара уйрăм сутăçăсенчен Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ валли районтах хваттер туянма, вĕсене инкек курнисене арендăна пама сĕннĕ. Синкерте вилнĕ икĕ çыннăн çемйисене 1-ер миллион тенкĕ укçа парса пулăшĕç.
И. КЛЕМЕНТЬЕВА.