АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Роза Захарова: "Чăвашсен ырă йăли-йĕркине пирĕн вĕрентсе хăвармалла..."

16 января 2013 г.

Пурнăç çулĕ çинче такампа та паллашма тÿр килет. Çĕнĕ çул умĕн эпĕ Канаш хулинчи 1-мĕш вăтам шкул учительниципе Роза Александровна Захаровăпа паллашрăм. Вăл чăваш халăхĕн ĕмĕртен ĕмĕре пыракан культурипе ÿнерне шкул ачисем хушшинче сарас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Роза Александровна Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаран тĕрлеме-çыхма, ÿкерме ăста пулнăскер, Чăваш педагогика институтне те ку енĕпех вĕренме кĕрет. Художествăпа графика факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕ хыççăн Канаш хулинчи 10-мĕшпе 3-мĕш шкулсенче вĕрентет, халĕ улттăмĕш çул - черчени, рисовани тата технологи предмечĕсене пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентет. Шкул ачисене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать.

- Пирĕн аттепе анне ÿнер еннелле сулăннă çынсем пулнă, - каласа парать Роза Александровна. - Атте - платник, ялти нумай çынна çурт-йĕр çавăрма пулăшнă, йывăçран питĕ хитре эрешсем тăватчĕ. Шел, ир çĕре кĕчĕ. Анне çыхма, çĕлеме, тĕрĕ тĕрлеме питĕ ăста пулнă, ял-йыша кĕпе-тумтир чылай çĕлесе панă. Халĕ те çавах вăл: çыхать, тĕрлет, пĕрре те пушă лармасть. Аннен пултарулăхĕ пире куçрĕ пулас. Çемьере эпир улттăн - хĕрсем пиллĕкĕн тата пĕр ывăл. Хĕрсем пурте çыхма ăста, анчах тĕрĕпе эпĕ кăна интересленетĕп, уйрăмах - чăваш тĕррипе. Анне пире хĕреслĕ майпа тĕрлеме вĕрентнĕ, институтра чăваш тĕррине те кăтартрĕç. Диплом ĕçне те чăваш тĕррине халалларăм. Вĕренсе тухса каяс умĕн ректорат валли юлташ хĕр- ачапа асăнмалăх чÿрече карри тĕрлесе патăмăр.

- Роза Александровна, эсир кунта та чăваш тĕррине вĕрентетĕр пулĕ;

- Пĕрре пуçланă ĕçе малаллах туса пыратăп ĕнтĕ. Хăш-пĕр хĕрачасенчен: "Пире мĕн тума кирлĕ ку;" - тенине те илтме пулать. Тĕрлеме тытăнаççĕ те, хавхалансах каяççĕ. Чăваш тĕрри - ăспа-тăнпа шутласа тумалли ĕç, çавăнпа ачасене питĕ интереслентерет.

- Ку ал ĕçне чăвашсем ăстарах е вырăс пикисем;

- Чăвашсем ăстарах пулĕ. Вырăссем хушшинче те пур пултаруллисем. "Пиллĕкпе" вĕренекенсем ал ĕçне те ăста, вĕсен пурте пулать.

- Мĕн тĕрлеттеретĕр ачасене;

- Тĕрлĕрен салфетка, яркăч (вырăсла - "набедренные повязки") та тĕрлесе пăхрĕç. Паллах, ĕлĕкхиллех пулаймасть, çапах та вĕсем тăрăшаççĕ. Хитрелетме вĕтĕ шăрçасемпе усă куратпăр. Салфеткăсене япала шăлма мар, илемĕшĕн çакса хума тĕрлетпĕр, тĕрлĕрен ÿнер выставкисене хутшăнатпăр. Ачасем республикăри "Радуга искусства" конкурса хутшăнма чăваш хăрарăмĕпе арçын пуканийĕсене турĕç, чăваш кĕписене тĕрлесе тăхăнтартрĕç, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Халĕ çак пуканесем шкул музейĕнче упранаççĕ.

Эпĕ хам чăваш тĕррипе кăна мар, вĕтĕ шăрçапа та ĕçлетĕп. Шăрçаран тухья турăм, унтан - хушпу. Вунă çулти хĕрĕме, Полинăна, питĕ илемлĕ тухья туса патăм. Технологине пĕлмен пирки кĕнеке çине пăхкаласа ĕçлерĕм, çавăн пирки йăнăшсем те пур пек туйăнать. Çынсене те, хама та питĕ килĕшет, саккас паракансем те пур.

Виçĕм çул Шупашкарти Халăх пултарулăх çуртĕнче "В краю 100 тысяч вышивок" ятлă конкурс пулчĕ, унта 28-ăн хутшăнтăмăр, ăна республикăри паллă тĕрĕç Евгения Николаевна Жачева ирттерчĕ, эпĕ унта 2-мĕш вырăн йышăнтăм.

- Мĕн тĕрлерĕр;

- Кĕпе умĕ валли тĕрĕ. Малтан конкурса чăваш кĕпи тĕрлесе килмелле терĕç. Çур çул хушши тĕрлерĕм ăна. Чăн-чăн чăваш тĕрри теме пулать. Веçех алăпа тĕрленĕ. Ĕлĕк чăваш хĕрарăмĕсем кăкăр умĕсене уйрăмах хитререх эрешлеме тăрăшнă. Ăстасем вĕсене сунтăх тата кĕскĕ текен тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Çак тĕрĕсем темиçе ĕмĕр маларахри çынсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне уçса параççĕ.

Эпĕ те кĕскĕ эрешне кăкăр умне вырнаçтартăм. Ăна качча кайнă хĕрсем кăна çапла тума пултарнă. Кĕскĕн авалхи пĕлтерĕшĕ хĕвелпе çыхăннă. Кунтах тĕнче тытăмĕн пил тĕрри пайĕсене курма пулать. Вĕсен тĕллевĕ - хĕрарăма чиртен, усал-тĕселтен сыхласси. Ку тĕрре ытларах йĕпкĕн, шулам, хантăс çĕввипе тĕрленĕ. Пысăк икĕ кĕски хампа упăшкана, çÿлте вырнаçнă пĕчĕк икĕ кĕски вара ывăлăмпа хĕрĕме пĕлтереççĕ.

Кĕпе умĕ, хул пуççи, çанă çинчи тĕрĕсен пурин те пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмалла. Яркăча чăваш хĕрарăмĕсем уявра та, ахаль чухне те çыхса çÿренĕ. Анатрисем виçĕ пайран тăракан яркăча пуян тĕрĕсемпе капăрлатма тăрăшнă. Çÿлти пайĕ тÿпене, иккĕмĕшĕ çут тĕнчене, виççĕмĕшĕ леш тĕнчене пĕлтереççĕ.

Анатри хĕрарăмсем икĕ аркăллă кĕпе тăхăнаççĕ. Эпĕ хамăн кĕпере арка аса илтерекен икĕ рет хĕрлĕ пусма, вĕсен хушшине вара кил-йыша пĕлтерекен тĕрĕсем кĕртрĕм. Ĕлĕкех чăваш хĕрарăмĕн çара пуç çÿреме юраман. Эпĕ те çемьере сыхланса юлнă кивĕ хушпу тăхăнтăм, сурпан сыртăм.

Кĕпи питĕ илемлĕ пулчĕ, илес текенсем те темĕн чухлех. Хама валли тĕрленĕ те, никама та парас килмест. Хĕре валли пулать.

- Полина амăшĕн çулĕпе каяс темест-и;

- Эпĕ каçсерен, пушă вăхăтра, е шăрçапа ларатăп, е тĕрлетĕп, Полина ман çума пырса ларать те, ăна тытса пăхать, кăна... Кăна çапла тумалла, тетĕп, кăна - çапла. Шăрçапа хăйне валли мăй çыххи те, ал çыххи те туса пăхрĕ. Майĕпен хăнăхса пырать, интересĕ пур.

- Хулара чăваш тĕррипе интересленекенсем тата пур-и;

- Пур. 5-мĕш шкулти Галина Арсентьевна Тимофеева чăваш тĕррипе ĕçлет. Пĕлтĕр вăл хулари учительсене пухса семинар та ирттерчĕ.

- Ачасен пултарулăх çуртĕнче Васильева Надежда Николаевна ал ĕç ăсти ĕçлет. Унăн ĕçĕсене курнă пулĕ;

- Вăл урăхларах технологипе ĕçлет, унăн шăрçа ытларах. Эпир, Патăрьел енчисем, ытларах тенкĕпе ĕçлетпĕр.

- Малашнехи плансем еплерех, Роза Александровна;

- Ачасене ытларах алă ĕçне хăнăхтарасси ĕнтĕ паллах. Евгения Жачева тĕрĕ урокĕсене 1-мĕш класранах пуçлама сĕнет. Учительсемпе канашласа пăхрăмăр та, иртерех терĕмĕр.

- Надежда Васильева турăшсем те тĕрлет...

- Эпĕ те, Канаш чиркĕвĕнчи пачăшкăран пил илсе, киле валли турăш тĕрлерĕм. Халĕ тĕрĕ тĕрлеме вăхăчĕ сахалрах. Уроксем нумай, тата ку вĕренÿ çулĕнче мана 5-мĕш "Б" класс ертÿçи пулма лартрĕç.

- Пĕлтĕр манăн Тăвай районĕнчи Вăтаялĕнче пулма тÿр килчĕ. Унти ал ĕç тума юратакан хĕрарăмсем эрнере пĕр кун ял библиотекине пухăнаççĕ - ĕлĕк улаха пуçтарăннă пек. Хулара çавăн пек пухăнма май çук-и;

- Ĕнер кăна хулари музей директорĕ Маргарита Данилова ал ĕç ăстисене пухса пĕчĕк канашлу ирттерчĕ. Унта тĕрлĕрен алă ĕçĕ тума вĕренес текенсем валли уроксем, мастер-классем йĕркелес пирки сăмах пычĕ. Музейра ытла нумаях пулмасть "Комната ремесел" уçрĕç, ăна капăрлатрĕç, илем кĕртрĕç. Унта пухăнма пулать. Тульккăш малтан хаçат, радио, телевидени урлă халăха пĕлтерес пулать.

Юлашкинчен мĕн каласа хăварасшăн эпĕ: енчен те эпир, аслă ăру çыннисем, хамăр пĕлнине çамрăксене вĕрентсе хăвармасан, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине яланлăхах çухатма пултаратпăр. Çавăнпа пирĕн хамăр ăсталăха шкулта та, килте те ачасене вĕрентсе хăварма тăрăшмалла. Ку - пирĕн тивĕç.

В.ЛАПИН

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика