16 января 2013 г.
Ватлăхра пĕччен юлнă мучи-кинемейсене хÿтлĕх пама республикăра ветерансен çурчĕсем пур. Савăнăçран, ырă пурнăçран килмеççĕ вĕсем кунта. Хăшĕ-пĕри пурнăçне пĕчченех ĕмĕрленĕ, ватăлсан çумра пулăшакан пулманнипе йывăр килнĕрен кунта пурăнать. Çакăн пек çынсенчен пĕри – Ирина Краснова. Вăл Сиккассинчи ветерансен çуртĕнче 18 çула яхăн пурăнать. Ирина Егоровна 1929 çулта Янкăлч ялĕнче çуралнă. 1993 çулччен "Восток" хуçалăхра вăй хурса ĕçленĕ. Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Темиçе çул хушши ăна суд заседательне суйланă. Ял хуçалăхне аталантармалли плансене пурнăçлас тĕ-лĕшпе хастар ĕçленĕшĕн Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Тĕлĕнмелле ырă, ăслă, çепĕç чунлă хĕрарăм Ирина Егоровна. Ĕç ветеранĕ йывăр выртакан ватăсене пăхма пулăшать. Хăй 80 çултан иртнĕ пулин те пĕрле пурăнакансене чăлха-нуски çыхса парать, хаçат-журнал вулама та ÿркенмест. Унăн пÿлĕ-мĕнче ялан тирпей-илем хуçаланать.
Сывлăхĕ çирĕп, ĕмĕрĕ вăрăм, телейĕ иксĕлми пултăр ырă кăмăллă Ирина аппан.
И.ДАНИЛОВА,
Сиккассинчи ветерансен çурчĕн заведующийĕ.