АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

16 января 2013 г.

Район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен кăçалхи пĕрремĕш анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕ, чĕр тавар тата юр-вар пасарĕсене йĕркелесе тăмалли муниципаллă программăна мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине пĕтĕмлетрĕ. Районăн экономикинче агропромышленность пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. АПК аталанăвĕ çине 2006 çултан пуçласа "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ ăнăçлă витĕм кÿчĕ. Çак çулсенче ял хуçалăх производствин калăпăшĕ 45,4 процент ÿсрĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче тĕш тырă туса илесси тĕп вырăнта тăрать. Çавăнпа та акса ÿстермелли структурăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çак отрасле аталантарассин задачи – тырă, çĕр улми, пахча çимĕç тата ытти ял хуçалăх продукцине пĕчĕк хăйхаклăхпа туса илесси. Сĕт суса илесси 2005 çулхипе танлаштарсан, 1,5 хут ÿснĕ. Ку енĕпе "Цивиль", "Канаш" тулли мар яваплă пĕр-лĕхсем, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Аш-какайлăх выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк чĕрĕ виçепе çитĕнтересси 2011 çулхи шайпа танлаштарсан 27 процент чакнă.

Федерацин "Яла 2013 çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ялсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли мероприятисем ирттерме 16936,576 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра 2012 çулта – 2710,93 пин тенкĕ. 58 çемье пурнăç условийĕсене аванлатнă, пĕлтĕр – 10 çемье. Çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма 25361,19 пин тенкĕ панă. 46 çамрăк çемьепе çамрăк специалист пурнăçĕсене лайăхлатнă, иртнĕ çул – 10 çемье. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн харпăр хăй хушма хуçалăх тытакансемпе тата хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăхне малалла аталантарма çăмăллатнă кредитпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлесси аван пулса пырать. 2006-2012 çулсенче çавăн пек кредитпа 5568 çын 961 миллион тенкĕлĕх усă курнă. Фермер ĕçĕсене пуçăнакансене грант формипе 1100 пин тенкĕшер парса пулăшнă.

Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева "2008-2012 çулсенче районти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси" программа мĕнле пурнăçланнине пĕтĕмлетрĕ. 14 çурта юсанă, çав шутран Шăхасанта – 12, Вăтакас Татмăшра тата Вырăскас Пикшихре – пĕрер. Тĕпрен юсама 40919100 тенкĕ уйăрнă.

Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин яваплă секретарĕ Е.Леонтьева комиссин иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр 17 лару ирттернĕ, административлă йĕркене пăснă 274 тĕслĕхе пăхса тухнă. Ялсен территорийĕсен хăтлăхпа тирпейлĕх правилисене пăсни чи нумаййи – 254. Çак статьяна пăснăшăн асăрхаттарса хăвараççĕ е граждансене 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ О.Сергеева куçăмсăр пурлăх прависене регистрацилессинчи тата килĕшÿ тăвассинчи çĕ-нĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Хулапа район прокурорĕн аслă пулăшуçи Д.Лаврентьев законодательствăри улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.

Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика