АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул ячĕпе – çĕнĕ спортзал

11 января 2013 г.

Шуркасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсемшĕн, ялти çамрăксемшĕн вăл чăннипех те Çĕнĕ çул парни пулчĕ. Çĕнĕ те аслă спорт залĕ хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, унăн çумĕ Константин Никоноров, вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Владимир Ильин, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алевтина Васильева, çак объекта тунă "ПМК "Канашская" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Рашид Зинатуллин килчĕç. Вĕсене чăваш наци тумне тăхăннă каччăпа хĕр çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Хĕрлĕ хăйăва Владислав Софронов, Рашид Зинатуллин тата шкул директорĕ Ганна Петрова касрĕç. Чăваш Республикин гимнĕ янăранă хыççăн савăнăçлă линейка пуçланчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов Çĕнĕ çул, Раштав тата паянхи кăмăллă пулăм ячĕпе саламларĕ, спортпа туслă пулма сĕнчĕ, спортзала тунă çĕрте хастар ĕçпе палăрнă Константин Сорокинпа Владимир Андреев платниксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

– Çакăн пек спортзала туса пĕтерни кунта вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн пысăк савăнăç пулса тăрать. Кунтан Надежда Федоровăпа Антон Афанасьев кĕрешÿçĕсем, армспорт енĕпе юниорсем хушшинче тĕнчĕ чемпионĕн ятне тивĕçнĕ Кристина Тихонова пек паллă спортсменсем тухасса шанас килет. Хĕл кунĕсенче Кăшнаруйĕнчи, Шуркассинчи тата Анат Сурăм ялĕсенчи хоккей коробкисенче те ача-пăча сасси ан татăлтăр, – терĕ Владислав Васильевич.

Вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алевтина Васильева саламларĕç. Тухса калаçакансем спорт хатĕрĕсем парнелерĕç. "ПМК "Канашская" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Рашид Зинатуллин шкул директорне Ганна Петровăна залăн симвăлла уççине пачĕ. Ганна Геннадьевна республика правительствине, района ертсе пыракансене педагогсен, вĕренекенсен ячĕпе çакăн пек спорт залне тума пулăшнăшăн тав турĕ. Линейкăра тăракан ачасем виçĕ хутчен пĕр харăссăн чунтан хĕпĕртесе "Тавтапуç!" тесе кăшкăрчĕç.

Шкулти "Старк" ташă ушкăнĕ хаваслă ташăсемпе, Ольга Никонорова, пĕрремĕш класра вĕренекен Гена Пальмовпа Кирилл Николаев, Настя Андреева илемлĕ юрăсемпе хăнасен кăмăлне çĕклерĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика