АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хучел шкулĕ 80 çулта

11 января 2013 г.

Шкул... Ку вăл хăйне май уйрăм тĕнче. Çак тĕнчере ачасемпе вĕсене вĕрентекенсем пурăнаççĕ. Эпир ырă туйăмсемпе çутă класа, пурăпа çырса тултарнă доскана, çирĕп вĕрентекенсене, шкул шăнкăравне аса илетпĕр. Шкул картишĕнче вара шурă юр тăрăх урока васкакан ачасем. Епле хăвăрт иртеççĕ шкул çулĕсем...

Хучел ялĕ 1929 çулта анчах йĕркеленсе кайнă, çавăнпа шкул историйĕ те пысăках мар. 1932 çулта Мичурин ячĕллĕ колхоз ялта шкул уçма шутлать. Çак ĕмĕт 1932-1933 çулсенче пурнăçа кĕрет, 1 класлă шкул уçăлать, кунта вара пурĕ 25 ача вĕренет. Шкула ертсе пыраканĕ Енĕш Нăрваш çынни – Макар Тимофеевич Тимофеев пулнă. Ачасене П.А.Андреевпа М.В.Николаев вĕрентнĕ. Çулталăкран шкулта тепĕр класс уçăлнă, ачасен шучĕ 34 çитнĕ. 1933-1934 çулсенче Хучел шкулĕнче И.С. Лантиков, А.В.Васильев, В.И.Пермяков тата А.Ф. Федоров вĕрентекенсем тăрăшнă.

Вăрçă вăхăтĕнче те шкул пĕлÿ пама чарăнман, вăл ялти çамрăксемшĕн, ял халăхĕшĕн чăн-чăн пĕлÿ çăлкуçĕ пулса тăнă. 1939-41 çулсенче шкула А.Г.Григорьев ертсе пынă, унпа пĕрле С.П.Петрова вĕрентекен вăй хунă. Кĕçех вĕсене вăрçа илсе кайнă, А.Г. Григорьев вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Шкул ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыма В.И.Лантиковăна шаннă.

1938 çулта колхоз ял варринче çĕнĕ икĕ класлă шкул хăпартса лартнă. Анчах та вĕрентÿ хатĕрĕсем çителĕксĕр пулнă, çырма тетрадьсем çитмен.

1947-1948 вĕренÿ çулĕсенче шкулта 3 класс йĕркеленнĕ, ачасен йышĕ 64 çитнĕ.

1949 çулта А.В.Васильев шкул директорĕ пулса тăнă, ачасене пĕлÿ парас тĕлĕшпе В.И.Линтикăвăпа М.П.Васильева тăрăшнă.

Вăхăт малалла шунă. 1952 çулта Хучел шкулĕ 7 çул вĕренмелли шкулсен йышне кĕнĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ парас, тĕрĕс çул çине тăратас тесе шкулта 13 вĕрентекен ĕçленĕ. Ачасен шучĕ ÿссе пынă, 205 çитнĕ. Çакăн пек йыша вĕрентсе кăларма класс пÿлĕмĕсем çи-телĕксĕр пулнă, ачасен икĕ сменăпа вĕренме тивнĕ. 1953 çулта 7 çул вĕренмелли шкул 8 çул вĕренмелли пулса тăнă. Директор ĕçĕсене 1967 çулччен Ф.С.Сильвестров пурнăçласа пынă. Кайран 1983 çулччен директор пулса В.Д.Денисов ĕç-ленĕ.

Халĕ пирĕн ачасем хăтлă, çĕнĕ, икĕ хутлă шкулта вĕренеççĕ. Çак шкула хăпартас ĕçре 20 çул директор пулса ĕçленĕ Л.Е.Григорьеван тÿпи пысăк. Чылай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Людмила Егоровнăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ята панă.

2006 çултанпа директор ĕçĕсене пултаруллă çамрăк – Л.Г.Ильина пурнăçласа пырать.

Çак кунсенче Хучел шкулĕ 80 çулхи уявне паллă турĕ. 80 çул! Сахал та мар, нумай та мар. Хăй ĕмĕрĕнче Хучел шкулĕ пине яхăн ачана вĕрентсе кăларчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнать, çапах та пушă вăхăт тупса уява тулли кăмăлпа пуçтарăнчĕç.

Уяв тĕлне ачасемпе вĕрентекенсем ял, шкул историйĕ, кунта чылай çул ĕçленĕ учительсем, вĕренсе тухса кайнă пултаруллă çынсем çинчен презентацисем хатĕрлерĕç. Çавăн пекех Хучел тăрăхĕн ăстаçисен куравне йĕркелерĕç. Уяв савăнăçлă концертпа вĕç-ленчĕ.

Хăнасем уява пушă алăпа килмен, кашниех асăнмалăх парне парса шкула саламларĕ, ăшă сăмах каларĕ. Шкулта чылайччен хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, уява килнисем пĕр-пĕринпе тахçанччен калаçрĕç, иртнисене аса илчĕç. Тепĕр пилĕк çултан шкулăн черетлĕ уявне пуçтарăнма палăртрĕç.

А.ПУРШ,

вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика