11 января 2013 г.
Чăвашстат Пĕтĕм Раççей халăхĕн иртнĕ çыравĕн республикăри çынсен ялан пурăнакан вырăнĕпе тата условийĕпе çыхăннă кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. 2002 тата 2010 çулсенче кун пирки информацие хăйсен çурчĕсенче, уйрăм тата коммуналлă хваттерсенче, общежитисенче, гостиницăсенче тата ытти çĕрте тĕпленнĕ хуçалăха тытса пыракансенчен пухнă. Вĕсен йышĕ 1235,8 пин çынпа танлашнă, çав шутра 43,1 пинĕ (3 проц.) ку вырăнта пурăннă тапхăра палăртман.
Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçи Эльвира Максимова журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çуралса ÿснисем çав шутра 1965,1 пин е 88 проц. Çырав халăх йышĕнче республика тулашĕнче кун çути курнисен йышĕ чакнине çирĕплетет: 2010 çулта ун пеккисем 143,9 пинĕн (2002 çулта 166,1 пин) пулнă.
Миграци тĕлĕшпе 20-29 çулсенчи çамрăксем пуçаруллă. Çыравчченхи çулталăкра пурăнакан вырăна 28,5 пин çын улăштарнă, вĕсен 67 проц. – хамăр хутлăхра, 31 проц. – ытти регионтан, тĕпрен илсен – Мускавран, Тутарстанран, Чул хуларан, Мари Элран, Тюмень тата Ульяновск облаçĕсенчен – куçарнă. Чикĕ леш енчен 606-ăн килнĕ.
1209,2 пин çын уйрăм çуртра (пĕр пÿлĕмлинче), коммуналлă хваттерте пурăнать. Икĕ çырав хушшинче хваттер пуррисем 4 хут йышланнă, çакăнта федерацин 2004 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнче Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне ĕçе кĕртесси çинчен" 189-мĕш саккунĕн витĕмĕ пĕлтерĕшлĕ – общежитисене муниципалитет харпăрлăхне куçарнă, çынсемпе социаллă найм килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ.
Ял çыннисен 82 проц. – хăйсен çурчĕ, хуларисен 81 проц. – уйрăм хваттер.
Республикăри çуртсен пысăк пайĕ – 1971 çул хыççăн туса лартнăскерсем.
Газ пăрăхĕ хывнă май кил хуçалăхсен пысăк пайĕ çурт-йĕре çут çанталăк пуянлăхĕпе ăшăтать.
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн çĕнĕлĕхĕ – информаципе коммуникаци технологийĕсемпе тивĕçтернине тĕпчени. Республикăри кил хуçалăхсен 45 проц. – стационарлă телефон çыхăнăвĕпе, 90 проц. – телекурав антеннипе, 17 проц. – пралуклă радио точкăпа, 30 проц. Интернетпа (мобильли те çакăнта кĕрет) усă кураççĕ.
В.ИЛЬИНА.