11 января 2013 г.
Çĕнĕ çул умĕн Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче нумай вăхăта асра юлакан мероприяти иртрĕ. Кун пекки пуçласа 2007 çулта пулнăччĕ. Ун чухне кадетсен класне йĕркеленĕ. Вун çичĕ ача кадетсен тупине йышăннă. Вĕсен воспитателĕ Николай Егоров каланă тăрăх, кадетсен пĕрремĕш класĕ республика шайĕнчи çар вăййисенче, конкурссенче 24 кубок, 86 диплом çĕнсе илнĕ. Грамотăсемпе парнесем вара тем чухлех.
"Эпĕ Раççей кадечĕсен ретне тăрса çак ята чыслăн, тивĕçлĕн тытса пыма, кадетсен мораль кодексне тÿрре кăларма, тăрăшса вĕренме, сывлăха çирĕплетсе тăма тупа тăватăп. Тăван çĕршыва хÿтĕлес енĕпе асаттесемпе аттесен мухтавлă йăлисене тĕпчеме, упрама, малалла тăсма, Тăван çĕршывăн – Раççей Федерацийĕн чăн-чăн гражданинĕ пулма сăмах паратăп". Çакăн пек сăмахсем янăрарĕç шкулăн коридорĕнче. Икĕ "к" сас палли çырнă пакунсемлĕ арçын ачасемпе хĕрачасен тупа сăмахĕсене Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн представителĕ Андрей Наймушин подполковник тата районти полици пуçлăхĕн çумĕ Евгений Мурзин йышăнчĕç. Класра 17 кадет, командирĕ – Миша Подилкин.
Кадетсем пулса тăнă ятпа шкул директорĕ Светлана Васильева, Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кротов, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Антонина Тямина, кадетсен класĕн воспитателĕ Николай Егоров, Канаш телевиденийĕн корреспонденчĕ Ирина Константинова саламларĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Юлия Егорова тухса калаçрĕ.
– Кунта вĕсем йывăрлăха çĕнтерме хăнăхаççĕ, пĕр-пĕринпе çывăхланаççĕ, коллективизм вăйне туяççĕ, патриотла воспитани илеççĕ, дисциплина çирĕпленет, – терĕ Николай Егоров.
Çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулса ÿсме шкулти Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕ нумай пулăшать. Кунта час-часах патриот урокĕсем, калаçусем ирттереççĕ. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов – пуриншĕн те чи хаклă хăна. Паллă телеертÿçĕ Леонид Якубович та пĕрре мар пулнă шкулта. Янкăлч тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чаплă ентешсемпе тĕл пулусем йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ.
Савăнăçлă линейка хыççăн ашшĕ-амăшне пĕл-тĕрхи чÿк уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕнче ÿкернĕ "Кадетсен кĕрхи тĕрĕслевĕ" фильма кăтартрĕç. Унта Янкăлч шкулĕн кадечĕсем те хутшăннă.
В.АЧЧА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.