АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

11 января 2013 г.

ХЫПАРСЕМ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

Министр çумĕ Чакаçпа Тури Юнтапара пулнă

Раштав умĕн пирĕн района ĕçлĕ çул çÿреве Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров килсе кайнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа тата унăн çумĕпе А.Егоровпа "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Тури Юнтапари тата Чакаçри сĕт-çу комплексĕсенче пулнă, вĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассине мĕнле хатĕрленипе интересленнĕ.

Хуçалăхра выльăхсен шучĕ çич çĕр ытла. Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5050 килограмм сĕт суса илнĕ. Халĕ пĕр ĕнен сăвăмĕ – талăкра 16 килограмм. Тури Юнтапа ферминчи 25 çынлă коллектива Т.Сергеева ертсе пырать.

Министр çумĕ пĕрлĕхĕн кăçалхи планĕсемпе паллашнă, коллектива ăнăçу суннă.

Ваня Яландаев – кăçалхи пĕрремĕш ача

Кăçалхи пĕрремĕш ача кăрлачăн 4-мĕшĕнче 00 сехет те 20 минутра çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Шăхасанта пурăнаççĕ, çемье пуçĕ Александр Владимирович шлифовщикра ĕçлет, унăн мăшăрĕ Елена Николаевна – медицина сестри. Çемьери çĕнĕ çынна мĕнле ят парассине ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен хĕрĕ Аня пĕрле сÿтсе явнă. Арçын ачасен ячĕсене пăхса тухнă чухне Иван ят патĕнче чарăннă. Çапла вара ача çуралнине ĕнентерекен хутра Яландаев Иван Александрович тесе çырăннă.

Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн ĕçченĕсем савăнăçпа çиçекен Яландаевсене çемье хушăннă ятпа саламланă, асăнмалăх парне панă.

Ачасемпе тĕл пулнă,

ветерансене чысланă

Граждан тăрăмĕн акчĕсене Раççейре 95 çул каялла çырма пуçланă. Çак датăна халалласа район администрацийĕн граждан акчĕсене çыракан пайĕ Уçырма вăтам шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Пайăн тĕп эксперт специалисчĕ И.Морозова "Канаш район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн летопиçĕ" презентаци кăтартнă. Шкул ачисем мăшăрланакансене, ача çуралнине мĕнле регистрацилемелли, пĕрле пурăннин тата ытти паллă мероприятисене савăнăçлă лару-тăрура ирттермелли зала курнă, нумай ыйту панă.

Çакăн евĕр тĕл пулу кăрлач уйăхĕнче район администрацийĕн акт залĕнче ирттерме палăртнă. Хăнана Канаш хулинчи професси училищисенче вĕренекенсем килĕç.

Граждан акчĕсене çыракансен кунне паллă тума кунта ĕçленĕ ветерансене чĕннĕ. Вĕсем – Валентина Николаевна Сергеева тата Роза Витальевна Иванова. Вĕсене чысласа асăнмалăх парне тата чечек çыххи панă.

Çĕнĕ йышăн пĕрремĕш ларăвĕ

"Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин Канаш районĕнчи канашĕн правленийĕн çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна канаш председателĕ О.Микушина ертсе пынă. Лару ĕçне ял тăрăхĕсенчи, предприятисенчи тата организацисенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова хутшăннă, сăмах каланă, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламланă, ырлăх-сывлăх суннă.

Ларура "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла канашăн XVI съезчĕн йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă задачăсене палăртнă, 2013 çулта тумалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ.

Çавăн пекех ларура амăшĕн капиталĕпе пурнăç условийĕсене лайăхлатнă çĕрте усă курассипе çыхăннă ыйтусене тата ачаллă çемьесене социаллă пулăшу памалли формăсене сÿтсе явнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика