АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтленнине Янкăлчра пурнăçлĕ

11 января 2013 г.

Çĕнĕ Ачча ялĕнчи Михайловсем – ялти хисеплĕ çынсен йышĕнче. Иван Михайлович ĕмĕр тăршшĕпе чукун çул çинче вăй хунă, вăл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа вăтăр çул ытла иртрĕ пулин те ял-йыш манмасть ăна, ырăпа аса илет, уйрăмах ун çинчен пĕрле ĕçлекенсенчен, кÿршисенчен сахал мар ăшă сăмах илтме пулать. Марфа Гавриловна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта техничкăра, медицина пунктĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе 7 ача çуратса ÿстерсе ура çине тăратнă. Марфа аппа ватă пулин те, кĕрĕк арки йăваласа лармасть, вăйĕ çитнĕ таран хуçалăх ĕçĕсене тăвать, çуллахи вăхăтра пахчара кăштăртатать, выльăх-чĕрлĕхпе айкашать.

Марфа Гавриловнăн чи пысăк пуянлăхĕ – 13 мăнукĕ, мăнукĕсен çичĕ ачи. Кĕçĕн мăнукĕсенчен пĕри, Катя ятли, Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Кунта ăна кадетсен класĕнче пĕлÿ илес ĕмĕт илсе çитернĕ. Вĕренÿре "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан, юрлама-ташлама, ÿкерме ăста хĕр пĕрчи кукамăшĕ патĕнче пурăнать. Екатерина Алексеевна вун çичĕ çул ялти "Путене" ача садне ертсе пынă. Юратнă мăнукĕшĕн тем тума хатĕр. Канмалли кунсенче Шалти ĕçсен министерствин Канашри уйрăмĕнчи ведомствăра тăман хурал пайĕн сотрудникĕ, полици старшини Андрей Егоров тата Ачча вăтам шкулĕн физрукĕ Юлия Егорова юратнă хĕрне хăйсем патне Çĕнĕ Аччана илсе килеççĕ. Кунта ăна юратнă кукамăшĕ, 4-мĕш класра ăс пухакан шăллĕ кĕтсе илет. Ăмсанса пăхать Егор кадетсен тумне тăхăннă, пакунсемлĕ аппăшĕ çине. Çулĕ çитсен, тен, вăл та Катьăн çулнех суйласа илĕ.

Çĕнĕ çул умĕн Катя Егорова кадетсен тупине йышăнчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика