АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе çухатар мар

01 января 2013 г.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявĕнче çулсеренех пушарсен хисепĕ тата унта вилекенсен шучĕ палăрмаллах ÿсет. Тĕп сăлтавсенчен пĕри вăл – вут-кăварпа асăрханусăр пулни! Çынсем çунакан кăмакана тата электричество хатĕрĕсене тимлĕхсĕр пăрахса хăварни те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.

Инкек сиксе ан тухтăр тесен уяври савăнăçлă кунсенче те тимлĕхе çухатмалла мар. Пушар-хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Кил-çуртра тата вырăн çине ÿсĕрле чĕлĕм мăкăрлантарни те ырăпа вĕçленмĕ, çунакан кăмакасемпе ăшăтакан электричество хатĕрĕсене тимлĕхсĕр хăварни те инкек илсе килме пултарĕ. Инкек сиксе тухас пулсан пĕр тăхтаса тăмасăрах пушар хуралне 01 е 2-13-37, 112 (сотовый) телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

О.ОКРУЖНОВ,

пушар хăрушсăрлăхĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика