АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехисене палăртрĕç

01 января 2013 г.

Район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен Çамрăксен канашĕсен председателĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче 4 ыйту пулчĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп эксперт специалисчĕ Алина Павлова "Канаш ен çамрăкĕсем: 2011-2020 çулсем" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кăçал тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашнехи плансене палăртрĕ, Чăваш Республикин патшалăх премине çамрăксене пама мĕнле документсем тăратмалли йĕркепе паллаштарчĕ, килес çул ĕçлекен çамрăксем хушшинче спартакиада ирттермелли положени çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Спартакиада программине спортăн 6 енне кĕртнĕ: йĕлтĕрпе чупасси, сĕтелçи теннис, волейбол, футзал, çăмăл атлетсен кросĕ, шывра ишесси. Вăтапуç ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕн председателĕ Елена Григорьева тăрăхри çамрăксемпе мĕнле мероприятисем ирттерни çинчен каласа пачĕ. Канашлура 2013 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче йĕркелесе ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетрĕç.

Çамрăксен политикин сферине активлă хутшăннăшăн Ачча, Уçырма, Энтрияль тата Вăтапуç ял тăрăхĕсен Çамрăксен канашĕсене район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика