АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс чăрăш – уяв илемĕ

01 января 2013 г.

Тĕп хуласенче илемлĕ те çÿллĕ чăрăшсене площадьсенче вырнаçтараççĕ. "Уяв чиперккисем" ытти хуласен урамĕсене те илем кÿреççĕ паллах. Çĕнĕ çул уявне чылайăшĕ чăрăшпа кĕтсе илме кăмăлланăран саккуна пăснă тĕслĕхсемпе çулсеренех тĕл пулатпăр. Çавăнпа та чăрăшсене йĕркене пăсса касакансен явап тытмалла пулĕ. 1 метр çÿллĕш ÿснĕ йывăçа каснăшăн 2345 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ тата 3500 тенкĕ административлă штраф хураççĕ. Уяв умĕн ятарлă патрульсем чăрăш турттаракансене чарса тĕрĕслĕç, документсем пуррипе паллашĕç. Халăха симĕс чăрăшпа ытларах чухне вăрманçăсем тивĕçтереççĕ, вĕсем çак тĕллевпе йывăçа ятарласа çитĕнтереççĕ.

Хальхи вăхăтра сутлăхра искусственнăй чăрăш та пур, унпа кил-çурта кашни çулах капăрлатма пулать. Пÿлĕме чăрăш лăссине вырнаçтарни те уяв кăмăл-туйăмĕ парнелĕ. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

И.ФЕДОРОВ,

вăрман çитĕнтерессипе ĕçлекен инженер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика