АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша чуна çывăхрах

01 января 2013 г.

Килте нумай выльăх-чĕрлĕх усракан çын мĕн ĕлĕкех ĕçчен шутланнă. Ĕне пур килте ачасем выçă ларман. Сĕт-турăх яланах сĕтел çинче пулнă. Лаша усракансем вара ял халăхĕшĕн çăлăнăçах çаврăннă. Чĕлхесĕр янавар пур ĕçре те кирлĕ-çке: уйран утă илсе килме, çĕр сухалама, çĕр улми лартма, хирте ака-суха тума... Хальхи вăхăтра техника вăй илчĕ, пур пĕрех лаша усракансем те пур-ха.

Ăслă выльăх

Пирĕн килте Орлик ăйăр пурччĕ. Мĕн кăна курман пулĕ унпа. Атте кăшт ытларах сыпсан киле хăех илсе çитеретчĕ. Вăрманта суранлансан пĕççи çинчи сурана хĕртнĕ йĕппе килтех çĕленĕччĕ. Пурне те чăтнă мĕскĕн янавар.

Орлик килтисене никама та кÿрентерме паман. Ас тăватăп, пĕррехинче ял хĕрринчи кÿлле шыва кĕме кайсан пĕр урамра пурăнакан арçын ача мана сулă çинчен тĕксе янăччĕ. Ишме пĕлместĕм те, çăвара, сăмсана тÿрех шыв тулнăччĕ ун чухне. Çыран хĕррине мана Орлик илсе тухнăччĕ. Çав качча ÿссен те хăй çумне пыртармастчĕ вăл. Каярахпа ăна кашни курмассерен ун еннелле тăсăлса çыртса илме ăнтăлатчĕ.

Ялти тепĕр хĕрарăма мĕншĕн юратмасчĕ – пĕлместĕп. Пĕррехинче çĕр улми лартнă чухне пирĕн пата Лена аппа та килнĕччĕ. Ăна курсанах Орлик суха пуçне çĕмĕрсе ун хыççăн чупнăччĕ. Тепĕр урама çити хăваласа кайнă хыççăн лăпкăнах киле таврăннăччĕ ăйăр.

Пĕр çулхине вара Орлик хĕллехи шартлама сивĕре çĕрĕпех урамра тăнă. Ÿпки шыçнăскерне тутарсене сутрăмăр. Машина çине аранах хăпартрĕç ун чухне Орлика. Сыв пуллашнă чухне шултра куççуль юхтарни паян та куç умĕнчех. Унтанпа килте текех лаша тытмастпăр. Орлик хыççăн ыттисем патне чун выртмасть.

Тăван яла кайсан халĕ те лаша йĕррисене сăнатăп: хыçалти ури малтинчен ирттерет-и; Апла вăл – лайăх лаша. Çитменнине, пирĕн Орликран тăсăлнă ăрат.

Арçын темерĕн

Канаш районĕнчи Малтикасси ялĕнче лаша усракан темиçен те пур иккен. Çул çинче тĕл пулнă Елена Константиновна (Çеçпĕлти вăтам шкулта вĕрентекенре тăрăшать) мана Григорьевсем патне тĕллесе ячĕ.

– Ачи питĕ маттур. Икĕ лаша таранчченех тытать. Ытти выльăхĕ те чылай. Арçын темерĕн, килĕнче те таса, тирпейлĕ. Вăл урайне те хăех çăвать, – çул кĕскетнĕ май сăмахларĕ хĕрарăм. – Ĕçрен нихăçан та пăрăнмасть. Ял- йыша та пулăшсах тăрать. Пĕр-пĕр ĕçе ушкăнпа пухăнса туххăмрах тăваççĕ.

Александр Григорьев – вăй питти арçын. Чăнласах выльăх нумай усрать. Чăххи-чĕппин шучĕ те çук. Сурăхĕсене вара ятарласа инçе çула тухса туянса килнĕ.

Хăйĕнпе тĕл пулса калаçасси пулмарĕ, Комине ĕçлеме тухса кайнă. Вахта енĕпе каменщикра ĕçлет. Виçĕ эрнерен кăна тăван ялне таврăнать-мĕн.

– Выльăхсемсĕр пурăнаймасть. Вĕсемшĕн чунне те пама хатĕр пулĕ, – пытармарĕ Сашăна выльăхсене пăхма пулăшакан Валентина.

Саша çемьере – чи кĕçĕнни. Халĕ вăл тĕп килте пурăнать. Амăшĕ 4 хĕрпе 3 ывăл çитĕнтернĕ. Саша пĕчĕк чухне те пĕр ĕçрен пăрăнман. Пĕр вĕçĕм амăшне выльăхсене пăхма пулăшнă, хуçалăхри ĕçсене те тунă. Шкулта та лайăх ĕлкĕрсе пынă.

Пур енчен те усăллă

Григорьевсем патне картишне пырса кĕрсен пире Найда ятлă йытă кĕтсе илчĕ. Ют çын пулсан та вĕрмерĕ вăл, хÿрине вылятса çеç хăйне ачашласса кĕтрĕ.

– Найда хăйне яланах лăпкă тытать. Начар шухăшпа килнĕ çынсем çине çеç хăрлатать. Лашисем вара ют çынсене питĕ юратмаççĕ. Хăйсен çывăхне те пыртармаççĕ. Ют çынсене çыртнинех ас тумастăп. Сашăна вара пĕр-ик черкке сыпсан та çумне яраççĕ. Улма лартнă е лашасене кÿлмелле чухне вĕсене яланах Саша çăварлăхлать. Хам та мана хăнăхиччен çăкăр çитереттĕм, халĕ те ирпе те, каçпа та çăкăр чĕллисĕр тухмастăп выльăхсем патне.

Лашисене картишне кăларсан Валентина чи малтан вĕсен еннелле аллине тăсрĕ. Ласка ывăç çинчи çăкăра шăршласа пăхрĕ те туххăмрах çисе ячĕ, хыççăн ман еннелле чалăшшăн пăхрĕ. "Эс кам;" – тенĕнех туйăнса кайрĕ. Красавица ятлă тиха вара уçă вырăна тухнипе савăнса картиш тавра уткаларĕ.

– Кăшт шикленетĕп те вĕсенчен, çапах пăхма тивет. Хăранипе инçе каяймăн, – пытармасть хĕрарăм.

Григорьевсем 8 çул ытла ĕнтĕ лаша усраççĕ. Выльăхсем валли çăвĕпех 5-6 трактор утă-улăм хатĕрлеççĕ. Çăнăхĕпе тырри те кĕлет тулли. Лаша хăйне хăех тăрантарать: ĕçшĕн укçалла калаçса татăлаççĕ.

Лаша хакĕ те аванах. Малтикассинчи урхамах тытакансенчен пĕр çемье лашипе тихине 90 пин тенкĕпе сутса янă. Тиха хакĕ вунă пинрен ытларах. Григорьевсем те тихасене сутлăха хĕл каçараççĕ. Какая-и е ĕç валли-и – пĕлменни лайăхрах. Çапах тепĕр чух, чун тăвăнса килнипе, сутуçăсене тихана сутманни пулкаланă.

– Çулла хушăран вĕçерĕнсе кайни те пулать. Каç пулсан каялла хăех килет, шыраса хăшкăлмастпăр. Çул çинче тепĕр чух тилхепене тытмастăп та. Ласка пирĕн питĕ ăслă, – çилхинчен ачашланă май калаçать Валентина.

Хĕлле Ласка катаччи те чуптарать. Кашни çуркуннех илемлетнĕ хăмăтпа сивĕ кунсене тепĕр çулччен ăсатма та тухать вăл. Ялти пур ача та çуна çинче вырăн шырать кун пек чухне.

– Лаша усрама пăрахасшăн мар эпир. Килте мотоблок пулсан та... Чылай ĕçе çапах Ласкăпа тăватпăр. Саша та лашасăр пурăнаймасть, – пĕтĕмлетрĕ Валентина.

Г.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика