01 января 2013 г.
Груз турттаракан техникăна çул çинче кунсеренех курма пулать. Анчах та чылай чухне тиев калăпăшĕпе тата йывăрăшĕпе ятарласа çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшсе тăмасть. Çакăн пек çитменлĕхсене тупса палăртас тĕллевпе районти ГИБДД инспекторĕсем раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Пысăк тата йывăр груз" профилактика операцийĕ ирттернĕ.
Йĕрке хуралçисем уйăх пуçламăшĕнче турттаракан груз транспортировка стандарчĕсемпе килĕшсе тăманшăн МТЗ-892.2 трактора чарнă. Тракторист çине протокол çырнă, унăн штраф тÿлемелле пулĕ. Суд йышăнăвĕпе тракториста 4 уйăхран пуçласа 6 уйăхччен правасăр хăварма пултараççĕ.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.