01 января 2013 г.
Çак кунсенче шкул библиотекарĕсен черетлĕ семинарĕ Вăтапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Сивĕ çанталăка пăхмасăр ĕçтешсем районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Мария Сергеевна Сергеева ертсе пынипе унта йышлăн пуçтарăнчĕç. 11-мĕш класра вĕренекен Кристина Лисицина хăнасене чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.
Вулавăшра ĕçлекенсем час-часах тĕл пулаççĕ, канашлаççĕ, тĕрлĕрен ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Апла пулин те М.Сергеева методист ĕçри çĕнĕлĕхсене палăртрĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен тата çав вăхăтрах шкул библиотекин ĕçне йĕркелесе пыракан Людмила Порфирьевна Григорьева хăнасене "Тупнă укçа" темăпа класс тулашĕнчи мероприяти кăтартрĕ. Унта районта çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор Любовь Ивановна Антонова та тухса калаçрĕ.
Чи малтан 8-мĕш класра вĕренекенсем 6-мĕш класс ачисене укçа çухатнипе тупни çинчен спектакль лартса пачĕç. Спектакльти сăнарсем тĕрĕс тунипе туманнине хакларĕç. Хăйсем укçа çухатнипе тупнине каласа кăтартрĕç. Шкул, ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс воспитани панипе Дима Дмитриевпа Антон Евлампьев кăçал укçа тупса хуçисене тавăрса пани вĕренекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ.
Районтан килнĕ Л.Антонова аслă инспектор та тупнă япаласене (укçа е кĕсье телефонĕ) хуçине тавăрса памалли çинчен каларĕ е, хуçине тупса палăртаймасан, полици уйрăмне шăнкăравласа пĕлтерме сĕнчĕ. Димăпа Антона ырă ĕç тунăшăн ырларĕ. Вĕренекенсем укçа çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, пĕлтерĕшĕсене ăнлантарса пачĕç. Çынна ырă тумаллине Порфирий Афанасьев, Валерий Туркай сăввисемпе çирĕплетрĕç.
Любовь Лукинапа (Евгеньевна) Юлия Анисимова мероприятие туслăх юррипе вĕçлерĕç. 6-мĕш классем мероприятие "Тупнă укçан хакĕ çук, тавăрса панинчен ырри çук" сăмахсемпе пĕ-тĕмлетрĕç.
Э.КУДРЯВЦЕВА,
Вăтапуç шкулĕ,
6-мĕш класс.