01 января 2013 г.
Çĕнĕ çул умĕн Çĕнĕ Шупашкарта ветерансен командисем хушшинче республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ. Унта Чăваш Енри хуласемпе районсен 8 команди хутшăннă. Çак йышра Канаш хулипе районĕн спортсменĕсем те пулнă.
Финалта Шупашкарти "Инвал" команда Çĕнĕ Шупашкарти "Средняя Волга" командăна 2:0 шутпа парăнтарса чемпион пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăншăн Çĕрпÿ тата Канаш районĕсен командисем кĕрешнĕ. Пирĕннисем ăстарах пулнă – кÿршĕсенчен 2:0 шутпа выляса илнĕ. Тăван район чысне Р.Евдокимов, В.Николаев, Ю.Васильев, Н.Соловьев, Ю.Львов, Н.Волков, Ю.Михайлов тата Г.Кайсаров хÿтĕленĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.