26 февраля 2014 г.
Пайкилт ял тăрăхĕн территорийĕнче виçĕ ял: Çĕнĕ Мами, Пайкилт тата Тăрăн. Вĕсенче 284 пенсионер пурăнать. Ку вăл халăх йышĕн 19 проценчĕ шутланать. Çĕнĕ Мамире – 24,2 процент, Пайкилтре – 15,7 процент, Тăрăнта – 19,3 процент. Çак цифрăсем тăрăх, чи "çамрăк" ял – Пайкилт, чи "ватти" – Çĕнĕ Мами. Çĕнĕ Мами çыннисем вăтамран 74,4 çул пурăнаççĕ, çав шутра арçынсем – 71,7 çул (чи асли В. И.Ильин, 86-а кайнă), хĕрарăмсем – 74,2 çул (чи асли Е.Д.Данилова, ака уйăхĕнче 95 тултарать). Сакăр вуннăран иртнисен 15,3 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 12,9 проценчĕ ятарлă вăтам, 57,7 проценчĕ вăтам тата тулли мар вăтам, 14,1 проценчĕ пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Мăшăрлă пурăнакан пенсионерсем 20-ĕн. Çав шутра пĕрле 50 тата ыт-ларах çул пурăнаканнисем çиччĕн: В.И.Ильинпа А.Я.Ильина, М.А.Алексеевпа Н.И.Алексеева, П.Н.Николаевпа Н.А.Николаева, И.В.Васильевпа Л.А.Васильева, Н.А.Андреевпа Р.В.Андреева, В.Т.Терентьевпа Н.В.Терентьева, А.П.Кузьминпа У.Н.Кузьмина. Г.Д.Димитриевпа М.П.Димитриева пурнăçра пĕр çулпа 60 çул утаççĕ. Патшалăх чир шала кайиччен палăртма диспансеризаци ирттерет. Район больници хатĕрленĕ графикпа килĕшÿллĕн медицина ĕçченĕсен ушкăнĕ ял тăрăхĕнчи çынсен сывлăхне тĕрĕслет. Нумаях пулмасть М.Козлова терапевт тата ăна пулăшакансем Çĕнĕ Мамири фельдшерпа акушер пунктĕнче граждансене йышăнчĕç. Процедура сестри И.Терентьева анализ тума юн илчĕ, Е.Трофимова медсестра хĕрарăмсен кăкăрĕнче рак пуррипе çуккине пĕлме пултаракан мамограф аппарачĕпе пăхрĕ, И.Павлова чĕре таппине, А.Игнатьев врач УЗИ приборĕпе вар-хырăм хăвăлне тĕрĕслерĕç. Ял çыннисем тухтăрсен тим-лĕхĕпе кăмăллă юлчĕç, мĕншĕн тесен çулсем хушăннăçемĕн çула тухма çăмăлах мар. Сывлăхне тĕрĕслеттерме 34 çын пычĕ, тĕпрен илсен - пенсионерсем. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ М.Григорьева тата В.Алексеева санитарка тухтăрсем килессине ял çыннисене темиçе кун маларах пĕлтерсе хунă. Марина Филипповна шаннă ĕçе тĕплĕн туса пырать. Кирек хăш вăхăтра та чирлĕ çынна пулăшу пама хатĕр. Пĕлĕвне курссенче ÿстерет. Тăрăшулăхĕпе вăл ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Çĕнĕ Мами çыннисем медиксен ушкăнне тав турĕç, ырă ĕçре çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунчĕç.
М.ИВАНОВ.