АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт

26 февраля 2014 г.

Хучел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Юрий Григорьев хăйĕн кун йĕркине тĕрĕс йĕркеленĕ. Пĕрремĕш класран пуçласах "пиллĕк" паллăпа кăна вĕренет. Вĕренÿри пирвайхи пысăк çитĕнÿсене вăл 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне тунă. 6-мĕш класра ăна шкул президентне суйланă. Çак яваплăха вăл паян та тĕрĕс-тĕкел тытса пырать, шкулта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. "Паллашăр, манăн çемье!" Пĕтĕм Раççейри презентацисен конкурсĕнче Юра 3-мĕш вырăн йышăннă. 2012-2013 çулхи вĕренÿ çулĕнче предмет олимпиадисенче пилĕк призлă вырăн çĕнсе илнĕ: информатикăпа – пĕрремĕш, математикăпа, акăлчан чĕлхипе, общество пĕлĕвĕпе – иккĕмĕш, литературăпа виççĕмĕш пулнă. Юрий Григорьев компьютера питĕ лайăх пĕлет, программăсем çырмалли Паскаль чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренет, графика мелĕпе тумалли ĕçсене те çăмăллăнах пурнăçлать. Иртнĕ çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Мускавра "Планета экологийĕ - 2013" ачасемпе çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери компьютер пултарулăхĕн конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă çĕре хутшăнчĕ. Çак конкурсра Юра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри "Раççейĕн пултаруллă ачисем" портфолио презентацийĕн конкурсĕнче унăн ĕçĕ 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ю.Григорьевăн портфолио-вĕнче 150 ытла грамота, диплом, сертификатпа Тав çырăвĕ. Арçын ача тĕрлĕ кружокпа секцире ăсталăхне туптать, Канашри ача-пăча музыка шкулĕнче саксофонпа калама вĕренет, хулари ача-пăча пултарулăх çуртне "Акустикăллă гитара" кружока çÿрет. 2013 çулта вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕччĕ, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ. Талантлă çамрăка малалла ăнтăлни, тăрăшуллă пулни тата, паллах, класс ертÿçи, информатикăпа физикăна вĕрентекен Людмила Германовна Алексеева пулăшса пыни пысăк çитĕнÿсем тума пулăшать. Юрие тата унăн вĕрентекенне пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр.

Э.ФОМИНА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика