26 февраля 2014 г.
Канаш тăрăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕç пулнисем хушшинче Е.Гордеева та пур. Вăл Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалĕнче фельдшера вĕренет. Катьăн тăван кĕтесĕ – Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт-Шăмăршă ялĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ. Кÿршĕ Пуянкасси ялĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Хальхи пурнăçра компьютерпа ĕçлеме пĕлни кирлине кура вăл Патăрьелти 7-мĕш номерлĕ професси училищинче электрошутлав машинин операторĕн ĕçне алла илме шутланă. Çулталăкран ĕмĕтне пурнăçланă, дипломлă специалист пулса тăнă. Самар облаçĕнчи Тольятти хулинчи "Автоваз" акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче трактористра ĕçлекен Виктор ятлă пиччĕшĕ сĕннипе Катя унта "Лада" маркăллă çăмăл автомобильсен механика пайĕсене пухакан слесаре вырнаçнă. Тĕнчипех паллă заводра виçĕ çул тăрăшнă. – Манăн анне, Людмила Федоровна, стройкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ун пек пултаруллă штукатур-маляр таврара сайраччĕ. Вăл каланă тăрăх, амăшĕ ăна тухтăра вĕрентесшĕн пулнă. Анчах та аннеçĕм темшĕн медиксен ĕçне килĕштермен. Кукамайăн кăмăлне юраса сывлăх хуралĕн ĕçченĕ пулма тĕв турăм. Çакăншăн пĕртте ÿкĕнместĕп, – терĕ Екатерина. Çăмăл пулман ăна пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме. Уйрăмах биологипе. Çак предметăн учебникĕсен листисене васкамасăр, тепĕр хут аса илсе, мĕн вуланине тĕплĕн пуçа вырнаçтарса уçма тивнĕ. Çине тăни, ир пуçласа мĕн каçчен, хăш чухне çĕр каçа куç хупмасăр, кĕнекене алăран вĕçертмесĕр вĕренни ума лартнă тĕллеве çывхартсах пынă. 2011 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче канăçсăр чĕреллĕ пике шурă халат тăхăнса медицина колледжĕн вĕренÿ корпусĕн алăкне уçса кĕнĕ. Малтанхи кунранах Е.Гордеева хăй пултаруллă, тăрăшуллă, ĕçчен, пĕлессишĕн хыпса çунакан, дисциплинăллă студент пулнине кăтартса панă. Вĕренÿре "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. "Сестричка", "Гигиенист" тата "Амăшлăх" кружоксенче тавра курăмлăхĕпе, чи лайăх калаçусем хатĕрленипе, тĕпчев ĕçĕ патне туртăннипе, професси хутпĕлÿлĕхĕллĕ пулнипе палăрнă. Студентсен колледжри, хулари вĕренÿ заведенийĕсен пĕрлехи, республикăри наукăпа практика конференцийĕсене, пултарулăх конкурсĕсене, олимпиадăсене, фестивальсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илнĕ. Екатерина обществăлла пурнăçра та хастар. Вăл – вĕренÿ группин старости, колледжри студентсен хăйтытăмлăхĕн председателĕ, общежитири студентсен канашĕн культурăпа масса секторĕн членĕ. Ырă кăмăллăскер пĕрле вĕренекенĕсене инкеке лексен пулăшма яланах хатĕр. Мероприятисене ертсе пырать, сценарисене хăех хатĕрлет. Спортпа та туслă Виçпÿрт-Шăмăршă хĕрĕ. Хулари, колледжри ăмăртусенчен пĕринчен те юлмасть. Уйрăмах Катя волейболла выляма юратать. Вăл – Канашри хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин членĕ. Командăн çĕнтерĕвĕсенче унăн тÿпи те пур. Е.Гордеева колледжран вĕренсе тухсан кĕретсĕр йĕркепе вĕренсе психологи пĕлĕвне илес шутлă. Çирĕп кăмăллăскер умне лартнă тĕллевне пурнăçлатех.
В.АЧЧА.