26 февраля 2014 г.
Иртнĕ эрнере пирĕн района "Чăваш Ен" телерадиокомпани корреспонденчĕ О.Баскакова тата операторĕ И.Ульянов килсе кайнă. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе А.Тяминапа пĕрле Чакаç ялне çитсе килнĕ. Кунта вĕсем А.Алексеевпа тĕл пулнă. Çав кунах Антонина Викторовна çул çÿрев мĕнле иртнине редакци ĕçченĕсене каласа пачĕ. Вăл ыйтнипе пысăках мар материал хатĕрлерĕмĕр. Алексейĕн çывăх тусĕ Çĕмĕрле районĕнче пурăнать. Вăл вьетнам сысни ÿстерес енĕпе кăсăкланма тытăннă. Ăна кура А.Алексеев та ку ĕçе пуçăнма шутланă. Çак ăрат çинчен интернетра нумай вуласа пĕлнĕ. Халĕ унăн хуçалăхĕнче – 5 сысна ами, 1 аçа тата 22 çура, икĕ качака. Тĕрĕссипе каласан, сысна ĕрчетес, хушма хуçалăха ашшĕ-амăш килĕнче аталантарас шухăш Алексеевсен çемйине шашлăкпа наркăмăшланнă хыççăн пырса кĕнĕ. – Супермаркетсенче сутакан аш-какай продукчĕсем йăлăхтарса çитерчĕç. Хула пурнăçĕ те питех килĕшмест. Эпĕ хам экономист пĕлĕвĕ илнĕ, Шупашкарти строительство организацийĕсенчен пĕринче ĕçлетĕп. Мăшăрăм бухгалтерта тăрăшать. Вьетнам сысни – сайра йышши ăрат. Ахаль сыснасем пĕтĕм çĕрте сăмсипе сухалаççĕ, çĕмĕреççĕ, вĕсем хыççăн сыхласа ĕлкĕрме çук, варалаççĕ. Вьетнамецсен вара типтерлĕ те чыслă выльăхсем. Лăпкă, йăваш, алла вĕрентнĕ кушак çурисем евĕр. Тата акă мĕншĕн килĕшеççĕ вĕсем мана: çерем çĕтес йăла çук вĕсен, урай хăмисене кăшламаççĕ, усал шăршă çапмасть вĕсенчен, – терĕ вăтăр урлă каçнă Алексей Витальевич. Вьетнам сыснисен иммунитечĕ капашсăр вăйлă. Чирлеменпе пĕрех, сывлăхĕ çав тери çирĕп. Алексеевсене районти ветеринари службинче ĕçлекенсем ырă сĕнÿсемпе канашсем парсах тăраççĕ. Паянхи куна вилни пĕрре те пулман. Вĕсене тăрантарма вара питĕ ансат, ним те тиркемеççĕ. Электроэнерги, газ перекетленет. Çимеллине пĕтĕмпех чĕрĕлле параççĕ: килти пахчара ÿстернĕ çимĕç – çĕр улми, выльăх кăшманĕ, кишĕр тата ытти те – вĕсен каяшĕ, шыв, утă, кăштах урпа, пăрçа кĕрписем, комбикорм. Çак сыснасен ар ÿсĕмĕ 3-4 уйăхра аталанать. Кун пек час çитĕнни амасене ăрата малалла ĕрчетме усрани усăллă. 114 кунтан çăвăрлама вăхăт çитет. Пĕрремĕшĕнче ама 5-10 çура тăвать, малашнехисенче – 10-20. Çавăнпа та Алексеевсен хуçалăхĕнче сыснасен пуçĕ хăвăрт ÿссе пынинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Вьетнам сыснин какайĕ çемçе те тутлă, çуллă мар - чăннипех те диета апачĕ. Алексеевсен çемйи киленĕçпе шÿрпе, шаркку пĕçерет, шашлăк, килти кăлпасси, аш консервĕ хатĕрлет. Уявсенче сĕтел варринче шаритленĕ сысна çури валли вырăн тупăнать. Малтанласа тăванĕсемпе тус-юлташĕсем А.Алексеевшăн çакă вăхăтлăх кăмăл туртни тесе шутланă. Çук çав, иккĕмĕш çул ĕнтĕ вăл илĕртÿллĕ сысна çурисенчен хăпаймасть. Унсăр пуçне Алексей хурт-хăмăр усрать. Вьетнам сыснин техĕмлĕ ашне тăраниччен çинĕ хыççăн пылпа чей ĕçме пит кăмăллă. Чăваш телевиденийĕн хыпарсен кăларăмĕнче Чакаçри Алексеевсен сыснисене куравçăсенчен чылайăшĕ юратса та ăмсанса пăхрĕç. Ахăртнех, вĕсен те çак выльăха ÿстерес кăмăл çуралчĕ пулас.
В.АЧЧА.