АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялне кĕрсе тухнă

26 февраля 2014 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев чĕннипе Шупашкара уяв мероприятийĕсене ирттернĕ çĕре Мускавран Чăваш Енре çуралса ÿснĕ аслă офицерсем килнĕ. Вĕсен хушшинче Янкăлч ялĕнче çитĕннĕ Раççей Геройĕ Н.Гаврилов генерал-лейтенант та пулнă. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пысăк хăнасене йыхрава йышăннăшăн тав тунă, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕпе саламланă. Тĕл пулу туслă та ĕçлĕ калаçура иртнĕ. Н.Гаврилов тăван Янкăлч ялне кĕрсе тухма та вăхăт тупнă. Шкулти çарпа ĕç мухтавĕн музейĕнче Николай Федорович вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Кадет экскурсоводсем хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панă, музей валли сайра тĕл пулакан экспонатсем парнеленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Николай Федорович педагогсене çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тав тунă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика