АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕпе урам та пур

26 февраля 2014 г.

Малти Ăнтавăшри библиотекăра ĕçлекенсем йăлана кĕнĕ массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне хутшăнса совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа интернационалист воинсене асăннă. Вулавăша килнĕ ачасене хăйсен ентешĕн Вячеслав Клементьевич Львовăн паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Ăна ялан асра тытса пĕр минут шăп тăнă. Вячеслав 1966 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Малти Ăнтавăшра çуралнă. 1985 çулхи çуркунне салтака илнĕ. Çав çулах çĕртме уйăхĕнче Афганистана янă. Вăл бензин турттаракан машинăна çÿретнĕ. Пĕтĕмпе 100 ытла рейс тунă. 1987 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче автоколонна Адраскан кишлакĕ патĕнче засадăна лекнĕ. В.Львовăн машинине гранатометран персе чĕртсе янă. Вячеслав çулăм ытти машинăсем çине сиксе ан ÿктĕр тесе бензовоза автоколоннăран илсе тухнă. Малти Ăнтавăш каччин пурнăçĕ вутра татăлнă. Ăна вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Ялти шкул стени çине Вячеслав ячĕпе асăну хăми вырнаçтарнă, Малти Ăнтавăшри урамсенчен пĕри ун ячĕпе хисепленсе тăрать.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика