28 февраля 2014 г.
Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ кун çак çĕршывра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса чиркÿре кĕлĕ тунă чухне интернационалист воинсен хушшинче вăтам пÿллĕ, типшĕм кĕлеткеллĕ арçын куç тĕлне пулчĕ. Йÿле янă куртка айĕнчи камуфляжлă костюмăн сылтăм енне çакнă икĕ "Паттăрлăхшăн" медаль унпа çывăхарах паллашма хистерĕ. Сăваплă вырăнтан тухсан Афганецсен скверĕнчи монумент патнелле кайнă чухне унпа калаçу пуçартăм. Г.Николаев Ухман ялĕнче ултă ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ, Василий Николаевич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, паттăрлăхпа хăюлăхшăн çар наградисене тивĕçнĕ. Фронтри нушаллă-тертлĕ пурнăç унăн сывлăхне самаях хавшатнă. Вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Унăн мăшăрĕ çĕрне-кунне пĕлмесĕр хура тар юхтарса, йывăрлăхсене парăнмасăр ултă ачана ура çине çирĕп тăратнă. Çемьере чи кĕçĕнни Гена сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан Канашри 1-мĕш ял хуçалăх профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çултан анлă профиллĕ тракторит-машинист дипломне илнĕ. Çу кунĕсенче тракторпа ĕçлесе ирттернĕ. Кĕркунне салтака кайма ят тухнă. Туркменири Теджек поселокĕнче тăракан вĕренÿ полкĕнче ултă уйăх танкăн механик-водителе вĕреннĕ, çар присяги панă. 1981 çулхи çулла Г.Николаев службăра тăракан çар чаçне Афганистана куçарнă. Çав çулах юпа уйăхĕнче танк душмансен вут-çулăмĕ айне лекнĕ. Мина çине кĕрсе кайнă. – Эпĕ алăран амантăм. Наводчикăн, узбек йĕкĕчĕн, икĕ урине та мина ванчăкĕ татса кайрĕ. Вăл госпитале çитеймесĕрех самолет çинче пурнăçран уйрăлчĕ. Танк командирне А.Сливкин аслă лейтенанта Турă сыхларĕ пулас, вăл тĕрĕс-тĕкелех юлчĕ, - аса илчĕ Геннадий Васильевич. Госпитальтен сывалса тухсан Ухман каччи каллех строя тăнă. 1982 çулта çĕртме уйăхĕн 2-мĕш кунĕнче вăл тытса пыракан танка мина ывăтакан пăшалтан пенĕ. Хальхинче Геннадий сулахай куçран йывăр аманнă. Икĕ эрне Ташкентри госпитальте выртнă хыççăн Красногорск хулине куçарнă. Кунта вăл 3 уйăха яхăн сипленнĕ. Унăн куçне сыхласа хăварайман. Медицина комиссийĕ виççĕмĕш ушкăнри инвалида кăларса çар службинчен хăтарнă. Г.Николаев тăван яла таврăнсан каллех трактор çине ларнă. Суха тунă, тырă акнă, тĕрлĕ груз турттарнă. Авланнă. Майĕпен кил-çурт çавăрнă. Мăшăрĕпе, Лидия Геннадьевнăпа, икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Икĕ хутчен аманнине пула сывлăхĕ начарланнă, икĕ хутчен "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ Афган вăрçин ветеранне, унăн çемйине пенси сахал пулни пăшăрхантарать. Тивĕçлĕ органсем тĕплĕн пăхса тухса тĕрĕс йышăну тăвасса шанаççĕ вĕсем.
В.АЧЧА.