28 февраля 2014 г.
Районта граждансен пухăвĕсем пуçланнă. Тунти кун çакăн пек пуху Шăхасанта иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, специалисчĕсем, Канаш хулипе районĕн çыннисене ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов, Пенси Фончĕн Канашри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Николаева, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, Канашри почтамт пуçлăхĕ С.Салдаев, вĕрентÿ управленийĕн тĕп бухгалтерĕ В.Чебукова, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ В.Милюков тата ыттисем хутшăннă. Пухăва пынисем Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Руссковăн, культура çурчĕн директорĕн И.Сергееван, ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн В.Дмитриевăн отчечĕсене итленĕ. Районтан килнисен нумай ыйтăва хуравлама тивнĕ, хăш-пĕр çивĕч ыйтăва татса пама конкретлă мерăсем йышăнма шантарнă. Граждансен пухăвĕ Çĕнĕ Пинер ялĕнче те иртнĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.