28 февраля 2014 г.
Уголовлă айăплава пурнăçланине тĕрĕслекен инспекцин районти филиалĕн сотрудникĕсем суд йышăнăвĕпе ирĕклĕхсĕр хăварман çула çитмен çамрăксен тĕлĕшĕпе туса ирттерекен профилактика ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Палăртнă йĕркене пăхăнса пыман çамрăксене пуçран шăлмаççĕ, саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Çула çитмен çамрăксене контроллес ĕçре шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем тата район администрацийĕн çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех филиалăн психологĕсем кашни кварталтах тест йĕркелеççĕ, çакă çамрăкăн психологи портретне палăртма, вăл тума пултаракан ытти преступленисене сирсе яма пулăшать. "Условник" операци иртнĕ вăхăтра сотрудниксем çула çитмен çамрăк патне килне пырса каяççĕ, вăл вĕренекен çĕрте пулаççĕ, хăйне еплерех тытнипе паллашаççĕ. Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче районта 6 рейд йĕркеленĕ, килне тата вĕреннĕ çĕре пырса çÿренипе пĕрлех çамрăксене çĕрле те тухса тĕрĕсленĕ. Рейдсем вăхăтĕнче инспекци филиалĕнче учетра тăракан пур çамрăк патне те çитнĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Çакăн евĕр мероприятисене малашне те йĕркелесе ирттерĕпĕр.
Ю.СТЕПАНОВ, филиал инспекторĕ.