28 февраля 2014 г.
Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем çак çынна питĕ лайăх пĕлеççĕ. Ара, 40 çула яхăн пĕр сферăра вăй хурать те, вăл нумай ветеринаршăн тăван пекех çывăх пулса тăнă. Анатолий Степанов 1949 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Сител ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Степановичпа Василиса Егоровна, хăйсен ĕмĕрне районти тĕп больницăра ĕçлесе ирттернĕ. Ашшĕ рентген лаборант пулнă, амăшĕ – медицина сестри. Сиплевçĕ пулас туртăм Анатолий Ивановича юратнă çыннисенченех куçнă пулĕ. Шăхасанти вăтам шкултан вĕренсе тухсан çамрăк Хусанти профессипе техника училищине вĕренме кайнă. 1968-1970 çулсенче Германире хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан каллех Хусана çул тытнă, хальхинче унăн çирĕп тĕллев пулнă - тухтăр пулмалла. Анатолий Хусанти Н.Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Пилĕк çултан районти ветстанцире терапевт врач пулса ĕçе пуçăннă. 1976 çултан пуçласа 2000 çулччен А.Степанов сысна ĕрчетекен "Дружба" комплексра тĕп ветеринари врачĕнче ĕçленĕ. Çак комплекс ун чухне республикăри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен чи пысăк комплекс шутланнă. Çамрăк та пултаруллă ветврач ертсе пыракан 10 ветспециалистран тăракан ушкăн куллен 18 пин пуç сысна сывлăхне тĕрĕслесе тăнă. 2000 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа Анатолий Иванович Канашри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнче малтан эпизоотолог, 2004-2012 çулсенче вара станци начальникĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Канашри ял хуçалăх пасарĕнче ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕн 1-мĕш категориллĕ врачĕ пулса тăрăшать. Хăй суйласа илнĕ ĕçре А.Степанов пĕр улшăнми вăй хурать. Ветеринари енĕпе калама çук пысăк опыт пухнă. Анатолий Иванович выльăх апачĕ урлă ерекен чирсем ан сарăлччăр тесе нумай ĕç тăвать. Пасарта вăл выльăх-чĕрлĕхпе, кайăк-кĕшĕкпе, вĕсенчен илекен аш-какайпа, пулăпа, çăмартапа, юр-варпа, пылпа, ытти апат-çимĕç продукчĕсемпе сутă тумалли йĕркене контроллесе тăрать. Хăйĕнчен те, пĕрле ĕçлекенсенчен те çирĕп ыйтать, йĕркелĕхе юратать. А.Степановăн ĕçне республика шайĕнчи наградăсемпе хакланă. Хисеп грамоти, Тав çырăвĕ унăн килти архивĕнче темĕн чухлех. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти – чи сумлисенчен пĕри. Анатолий Иванович "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Вăл кирек кама та ырă сĕнÿ-канашпа пулăшма яланах хатĕр.
И.ВЛАДИМИРОВА.