28 февраля 2014 г.
Уçырма вăтам шкулĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне паллă туса çамрăк армеецсен юхăмĕн районти слетне ирттернĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн призывниксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Чашкин уçнă, уяв ячĕпе саламланă, ачасене Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулса ÿсме суннă. Шуркасси вăтам шкулĕнчи çамрăк армеецсен отрячĕ пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен К.Никонов ертсе пынипе стройпа утас, пăшалтан перес, алла-аллăн тытăçас ăсталăха кăтартнине пурте хăпартланса йышăннă. Ăмăртусем тăватă дисциплинăран тăнă: вăй ăслайĕллĕ гимнастика, пĕтĕмĕшле çарсен хÿтĕленÿ комплектне, пушарнăйсен тумне тăхăнасси, Калашников автоматне салатса пуçтарасси. Çамрăк армеецсен командирĕсемпе вĕсен çумĕсем валли шута кĕмен "Ялавлă семафор" тата "Тинĕс йăлмакĕсем" конкурссем ирттернĕ. Пĕрремĕш вырăн, куçса çÿрекен кубок, дипломсем тата хĕрÿллĕ саламсем Шуркасси армеецĕсене лекнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.