28 февраля 2014 г.
![Тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехисене палăртнă Тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехисене палăртнă](../UserFiles/news/20140228/fil_9504_Preview.jpg)
Юн кун ĕçлĕ çул çÿревпе Канаш хулине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев килнĕ. Унпа пĕрле транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн, строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕсем М.Янковскипе О.Марков, экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн ĕçĕсене тăвакан И.Антонова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, хула пуçлăхĕ - депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Вишневский, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова çÿренĕ. Республика Пуçлăхĕ "Эмаль" наукăпа производство фирми" тулли мар яваплă пĕрлĕхре пулнă. Унта вăл сăрăсем хатĕрлекен цех ĕçĕпе паллашнă, унта ĕçлекенсемпе калаçнă. Предприятире çулталăкра 10 пин тонна сăрă туса кăларма май паракан ку чухнехи хатĕрсем вырнаçтарнă. Фирма директорĕ Ю.Никоноров каланă тăрăх, кунта хатĕрлекен лакпа сăрă материалĕсен ячĕсем – 35 ытла. Производство калăпăшĕ пĕрмай ÿссе пырать. Продукцие Раççейĕн тĕрлĕ регионне, çавăн пекех Казахстана, Беларуç Республикине ăсатаççĕ. Специалистсен пысăк квалификацийĕ продукцин пахалăхне ÿстерсе, ассортимента анлăлатса пыма пулăшать. М.Игнатьев çавăн пекех хулан Хĕвел тухăç микрорайонĕнче 65 хваттерлĕ çурта тунă çĕре çитсе курнă. Çак çурт "Чăваш Республикин территорийĕнче 2013-2017 çулсенче граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарасси" адреслă программăпа килĕшÿллĕн çĕкленет. Çĕнĕ çурта 189 çын куçĕ. Халĕ пĕрремĕш хута хăпартаççĕ. Çурта кăçалхи виççĕмĕш кварталта хута яма планланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Канаш хулин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе тата малашнехи задачисене палăртассипе çыхăннă канашлăва уçса ĕçре хастарлăхпа палăрнă çынсене наградăсем, çамрăксемпе студентсен представителĕсене курăмлă çитĕнÿсемшĕн ятарлă стипендисем уйăрнине çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕсем панă. Михаил Васильевич çакăн евĕр тĕл пулусем ĕç тăвакан влаç органĕсене халăхăн проблемисене тĕплĕн ăнланса илме пулăшнине кăтартнă. Вырăнти влаç – халăхшăн чи çывăх влаç – муниципалитет администрацйĕн ахаль специалистĕнчен пуçласа депутат таран – яланах халăхпа тÿрĕ çыхăнура пулмалла, сиксе тухакан ыйтусене оперативлă татса памалла. Республика Пуçлăхĕ Канашри коммуналлă хуçалăх объекчĕсене юсаса çĕнетме 53,6 миллион тенкĕ хушса уйăрма палăртнине пĕлтернĕ. Хула влаçĕн хăй енчен вырăнти тупăшсен çăлкуçĕпе эффективлă усă курмаллине, çĕр лаптăкĕсене хуçалăх çаврăнăшне активлăрах кĕртсе пымаллине аса илтернĕ. Çĕр "виле капитал" пулмалла мар. Унăн кашни тăваткал метрне шута илмелле. Хулара саккунпа çирĕплетмен çĕр лаптăкĕсем сахал мар. Инфратытăм валли укçа-тенкĕ тупмалла, кирлĕ пек йĕркелесе хатĕрленĕ çĕр лаптăкĕсене торга тăратмалла, строительство рынокĕн патвар конкуренцине аталантармалла. Çакăнтан микрорайонсем ăнăçлă аталанасси, хваттерĕн тăваткал метрĕ йÿнелесси нумай килет. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова Канашăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем тата малашнехи задачăсем çинчен доклад туса панă. Доклад тăрăх республика Пуçлăхĕпе килнисем тухса калаçнă, залран панă ыйтусене хуравланă.
В.АЧЧА.