АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăхсăхрĕç те… ташша ячĕç

21 февраля 2014 г.

Пĕлтĕр Вăтакас Татмăшри вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Строительсем шăрăха та, çумăра та уямасăр ĕçлерĕç. Халь пăхатăн та чун савăнать: тулаш енчен те, шалтан та ялкăшса кăна тăрать вĕренÿ керменĕ. Ырă улшăнусем вĕренÿ ĕçĕнче те пулассăн туйăнать, çĕнĕ стандартсене кунта та çине тăрсах алла илме кирлĕ. Анчах пĕлетпĕр-çке, хăш-пĕр ĕçе чухăммăн пурнăçлани ырри патне илсе çитермест. Çакă канăçсăрлантарчĕ кăçал нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕренсе тухнисем валли хатĕрленĕ концерта курсан. Маттур та иккен Татмăш ачисем: илемлĕ юрлаççĕ, ташшисем те килĕшÿллĕ. Сцена çине тухса сăвă калама та, шÿтлеме те вăтанмаççĕ. Анчах... вĕсем чăвашла шалтах маннă пулас. Саççим! Акăлчанла та пĕлеççĕ, итальянла та çаптараççĕ, вырăсла пирки каламастăп та. Акă сцена çине чăвашла тумланнă хĕрсем тухса тăчĕç. Тинех тăван юрă-кĕвĕ валли черет çитрĕ пулĕ тенĕччĕ. Çук çав, Кубань майрисен юррине тăсса ячĕç. Программа малалла пырать. Черетлĕ ушкăн сцена çине тухрĕ те çÿлелле пăха-пăха сăхсăха пуçларĕ. Тем пулман-ши тесе шиклĕн пăхса илчĕç куракансем пĕр-пĕрин çине. Кĕçех музыка кĕрлесе кайрĕ те "турă чурисем" ура хуçса ташша ячĕç. Тем каласшăн пулчĕç ĕнтĕ апăршасем. Куракансем çапах шĕпĕр-шĕпĕр алă çупрĕç. Программа вĕçне ячĕшĕн тенĕ пек чăвашла темиçе номер лартса янă. "Çак юрă-кĕвĕпе концерта пуçланă пулсан мĕнле лайăх пулнă пулĕччĕ", – текелеççĕ çумра ларакансем тăвăллăн алă çупнă май. Вĕренсе тухнисен ячĕпе пухăннисене педагогика наукисен кандидачĕ О.А.Фомина саламларĕ. Кĕскен те витĕмлĕ, тăван чĕлхепе калаçрĕ вăл. Анчах та концерта ертсе пыракансем те, шкул директорĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те "салам" тесе те пулин каламарĕç, вĕсем те чăвашла "маннă" иккен.Сценăна илемлетекен те темшĕн тăван чĕлхепе эрешсенчен вăтаннă. Иртнĕ тапхăрсене илес пулсан, Вăтакас Татмăшри шкулта чăваш чĕлхипе халăх культури тивĕçлĕ вырăнта пулнă. Кунта тăван литературăпа тавра пĕлÿ кружокĕсем ĕçленĕ, алăпа çырса журналсем кăларнă. М.А.Андреев историк, сăмахран, Египет пирамидисем çинчен каласа панă чух та урок вĕçĕнче тăван халăх аваллăхĕ пирки сăмах пуçарма май тупатчĕ. В.П.Смирнов учитель вара физикăн кăткăс саккунĕсене урокра чăвашла ăнлантарса пама тăрăшатчĕ. Учительсем халăх инструменчĕсен оркестрĕ йĕркелесе чăваш кĕввисене каланине нихăçан та манас çук. Ялти клубра пĕррехинче П.Н.Осиповăн "Айтар"пьесине лартса пачĕç, тĕп роле Георгий Ильич учитель (шел, ун хушаматне маннă) тĕлĕнмелле чаплă вылярĕ. Шкулта вырăссем те ĕçленĕ, анчах чăвашла пит лайăх вĕренсе çитнĕччĕ. Çакă аса килчĕ çÿлерех асăннă концерта курса ларнă чух. Пытарма кирлĕ мар, кăмăла хуçрĕ алхапăл хатĕрленĕ программа. Çак яваплă ĕçе паянхи шкул умне лартнă тĕллевсене ăнлансах кайман çын аллине шанса пани куçкĕрет.

В.АЛЕКСИН, журналист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика