21 февраля 2014 г.
Канаш, Йĕпреç тата Вăрнар районĕсем чикĕленекен вырăнта никĕсленĕ Йăлмачча ялĕн историйĕ пуян. Кунта çуралса ÿснĕ çынсен хушшинче кам кăна çук-ши; Вĕсенчен кашниех хăйсене сăпка сиктернĕ тăван кĕтесĕн чыс-мухтавне çÿле çĕкленĕ, пархатарлă ырă тĕслĕхпе çамрăк ăрăва тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме хавхалантарнă. Çакăн пек ят-сума тивĕçнисенчен пĕри вăл – Мария Егоровна Федотова (Прокопьева), хальхи вăхăтра Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан хĕрарăм. Ватă йăмрасем илем кÿрекен чăваш ялĕнчи Евдокия Кондратьевнăпа Егор Прокопьевич Прокопьевсен çемйинче кун курнă Маньăна, утмăл çул ытла Мария Егоровна тесе хисеплесе чĕнекен канăçсăр чун-чĕреллĕ çынна йăлмаччасем те, йĕпреçсем те сума сăваççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Çуралнă ялĕнче, тен, паянхи яш-кĕрĕм ăна лайăх пĕлмесен те пултарать, мĕншĕн тесен романтикăн илĕр-тÿллĕ чĕнĕвĕпе ашшĕ-амăшĕн кĕтесне çамрăклах хăварса çутă ĕмĕт çулне такăрлатма тухса кайнăранпа сахал мар çул хыçа юлнă-çке. "Хыпар" хаçатăн вырăнти корпунктне пынă Мария Федотовăпа иксĕмĕр хушăмăрта пулса иртнĕ калаçăва вирлĕ сулăм параканни шăпах аса илÿ пулчĕ те. Мария Егоровна манăн ĕç сĕтелĕ çине вăхăт иртнипе палăрмаллах тĕксĕмленнĕ сăн ÿкерчĕк кăларса хучĕ те унпа паллашма сĕнчĕ. Ятсăр сăн ÿкерÿçĕ объективĕ "тытса юлнă" виçĕ чăваш хĕрĕн кăмăллă та сăпайлă, тарăн шухăш палăртакан пичĕсене кăсăкланса сăнанăн хам ума та кĕмĕл шăнкăравне çакса иртнĕ шухă та çутă çамрăклăхăм тухса тăчĕ мар-и; Пÿлĕмре вара ку таран çитсе те хăйĕн хĕр чухнехи вашаватлăхне упраса хăварма мехел çитернĕ хĕрарăмăн уçă, янравлă сасси юхрĕ те юхрĕ. – Ун чухне эпир тин кăна Татмăшри çичĕ класлă шкултан пĕлÿ илсе тухнăччĕ, – шурă та тикĕс шăлĕсене кăтартса йăлтăр! кулса илчĕ Мария Егоровна. – Пурсăмăра та малалла вĕренме каяс шухăш канăçсăрлантарчĕ. Ĕмĕтсем çичĕ пĕлĕт тÿпине çитиех çĕкленнĕччĕ. Анчах... шĕкĕр хуламăра пир кĕпепе тата çăпатапа мĕнле пырса кĕрĕн; Лайăх шухăшларăмăр та виçсĕмĕр те – Юлия Ильина, Манефа Ивановна тата эпĕ (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) Йăлмаччари ĕне фермине ĕçлеме каяс терĕмĕр... Ара, комсомолкăсен пуçарăвне Куйбышев ячĕллĕ колхоз правленийĕпе партбюро ырласа йышăнни савăнтармаллипех савăнтарнă мал ĕмĕтлĕ хĕрсене. Шкул сакки çинченех ĕç коллективне ура ярса пуснă тантăшсене шиклентерсе ÿкереймен йывăрлăхсемпе чăрмавсем. Хăйсенчен чылай аслăрах, фермăра ĕçлесе тăрăшулăхпа ăсталăх пухнă хĕрарăмсенчен вĕренсе пынă вĕсем. "Мана малтанлăха пăрусене пăхма шанчĕç, – аса илÿ "çиппине" малалла "сÿтрĕ" ентешĕм. – Кăшт вăхăтран ĕне сăвакансен çемйине куçарчĕç. Ушкăнра – 12 ĕне. Пĕтĕмпех алă вĕççĕн сумалла. Хăнăхманнипе ĕнтĕ икĕ алă та пÿрнесенчен пуçласа хул айĕ таранах шыçса каятчĕç. Пуç усман. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Мария Прокопьева ĕне сăвакана сĕт-çу, сысна тата сурăх фермисен пуçлăхне уйăрса лартнă. Халĕ ĕнтĕ вăл пĕр çыншăн мар, мĕн пур выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн яваплă. Сăвакан ĕнесем кăна 230 пуç, кунсăр пуçне 1200 сурăх, 150 сысна унăн аллинче. Калама çук пысăк мул-пуянлăх. Ку вăхăт тĕлне Йăлмаччари Куйбышев ячĕллĕ, Катекри Киров ячĕллĕ кохозсене Аччари "Советская Армия" хуçалăхпа пĕрлештернĕ. Йăлмаччасем пĕрлешÿллĕ хуçалăхри фермăсен ĕçченĕсемпе туслăн ăмăртнă, кашни хутĕнчех вĕсен кăтартăвĕсем Ачча тăрăхĕнче кăна мар, районта та чи лайăххисем шутланнă. Фермăсене аталану çулĕ çине тăратнă çамрăк пуçлăха Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйласа пысăк чыс кÿнĕ тапхăра хам та лайăх ас тăватăп. Çакăн хыççăн Мария Егоровна ячĕ район тулашне те тухнăччĕ ĕнтĕ. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе, кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хуракан хĕре куç хывнă каччăсем мĕн чухлĕ пулман-ши; Анчах вĕсене Йăлмачча пики хăйĕн йăл куллине кăтартма васкаман. Ватăлса пыракан амăшĕ, Ултутти аппа "Хĕр ĕмĕрĕ –хăналăхра" тесе шак хурса та вăлтса каланине те шÿтлесе ирттерсе янă Маня. Тивĕçпе шанăçа чыслăн пурнăçлассине тĕп тĕллев туса хунă Мария Прокопьева пĕлĕвĕ çуккине уçăмлăнах сисме тытăнсан, хăйне Шупашкарти совпартшкула вĕренме ярассине пĕлсен, тек турт-каланса тăман. "Вĕренмесĕр, çителĕклĕ таран пĕлÿ пулмасăр, ÿлĕмрен ÿсĕм-çитĕнÿ тăваймăн", – çирĕп тĕв тунă та вăл, шĕкĕр тĕп хуламăра васканă. Агроном-йĕркелÿçĕ дипломне илсе таврăннă тăван яла. " Пысăк карапа – анлă ишев", – теççĕ. Мария Егоровнăпа та çаплах пулса тухнă. Ăна КПСС Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, хăй вăхăтĕнче Канашра явап-лă вырăнсенче тăрăшнă Николай Григорьевич Лермонтов вăрманлă тăрăха чĕнсе илнĕ. Çĕнĕ вырăнта малтанах "Ибресинский" совхозра агрономра ĕçленĕ, çав хушăрах уйрăм управляющийĕ пулнă. Мария Егоровнăн малаллахи кун-çулĕ Йĕп-реçпе Шăрттан ял Канашĕсен ĕçтăвкомĕсемпе çыхăннă. Икĕ ĕçтăвкомĕнче те ертÿçĕ, хальхи кăлава, тивĕçне чун-чĕри хушнă пек туса пынипе ку тăрăхри ĕç çыннисен тав сăмахне миçе хутчен тивĕçнине вăл хăй те татса калаймĕ паян. Пуçлăх халăх суйласа лартнă вырăнсене ăнсăртран пырса лекменнине ăна тĕрлĕ çĕртен панă грамотăсемпе дипломсем, тав хучĕсем яр-уççăн çирĕплетмеççĕ-и вара;.. "Мана çынсем хисеплеççĕ пулсан, эпĕ вĕсен умĕнче сăн-пите хĕретмелли ĕç туманах, – сăпайлăн пĕлтерет Мария Егоровна. – Пĕччен хулă хуçăлать тенешкел, ÿсĕм-çитĕнĕве пĕрлехи вăйпа, пĕрлешÿллĕ йышпа çĕнсе илнĕ. Апла пулсан, эпĕ хама пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнăшăн тăван ялăмри Петр Руссковпа Павел Михайлова, Василий Марковпа Валентин Кондратьева, Татмăшри ветучастокри Дарияпа Иван Скворцов врачсене, Канаш районĕнче пĕрле ĕçленĕ Дмитрий Кирпичевпа Павел Куракова тата Йĕпреç тăрăхĕнче ят илме пулăшнă Николай Лермонтова (асăннă юлташсен йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) çĕре çитиех пуçăма тайса тав тăватăп. ...Ашшĕне ас тумасть Мария Егоровна. Егор Прокопьевич тăшманпа çапăçма тухса кайнă чухне хуп сăпкара канăçлăн ярăнса сикекен иккĕри хĕр пĕрчине хăй ытамне илсе маччана çитичченех çĕкленĕ те, ял-йышпа çывăх тăванĕсем илтмелле: "Пысăк ÿс, хĕрĕм! Пурнăç йăх-несĕл чап-сумне хушса пыма пил-халал паратăп сана!" – тенĕ. Шел, Прокопьев хĕрлĕ армеец çапăçу хирĕнче паттăррăн пуç хунă. Хĕрĕ вара мĕн паян кунчченех ашшĕ сăмахĕсене чун-чĕререх тытать. Халĕ каллех хамăрăн статья пуçламăшĕнче асăннă кивĕ сăн ÿкерчĕк патне таврăнар-ха. Унта сăнарланă Юлия Ильина Йăлмаччарах пурăнать. 4 ача амăшĕ. Ачисем врача, юриста, ял хуçалăх специалистне вĕ-ренсе тухнă. Иккĕмĕш хĕр ача – Манефа Ивановна Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси каччипе пĕрлешсе çемье çа-вăрнă. Аслă пĕлÿллĕ зоотехник "Трудовик" колхозра ырă ят çĕнсе илнĕ. 5 ача амăшĕ темиçе çул каялла пурнăçпа сыв пуллашнă. Юльăпа Манефăн çывăхран çывăх тус-тантăшĕн Мария Прокопьевăн кун-çулне кĕскен йĕрлесе тухрăмăр эпир. Йăлмаччасене хамран хушса çакна çеç каласа хăварам: Йĕпреç тăрăхĕнче Мария Егоровна хăйĕн юратăвне тупнă, вăл пĕр ĕмĕре яхăнах Федотова хушаматпа çÿрет. Ун çинчен пайăррăн çырмашкăн пĕр пысăк сăлтав хистерĕ: нарăсăн 19-мĕшĕнче çак хĕрарăм юбилей кĕрекине ларчĕ, çывăх тăванĕсем, пĕлĕш-тантăшĕсем, ĕçтешĕсем, ентешĕсем ăна 75 çул тултарнă ятпа ăшшăн та тараватлăн саламласа, ĕмĕр çулне хальхи вашаватлăхпа такăрласа пыма ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. Вăрçăран таврăнайман салтакăн маттур хĕрĕ ĕçчен амăшĕн, Евдокия Кондратьевнăн пилне мĕн халĕчченех чун-чĕринче упрать. Йăлмачча тÿпине çĕкленнĕ çăлтăр çути ÿлĕмрен те тĕксĕмленмесĕр çунасса шанатпăр.
Геннадий КУЗНЕЦОВ. Йĕпреç - Йăлмачча.