АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах – чун ăшши

21 февраля 2014 г.

Культура çулталăкĕ... Мĕнпе палăрса юлăн-ши эсĕ пирĕн пурнăçăмăрта, мĕнле ырă ĕçпе савăнтарăн-ши халăхăмăра; "Культура" сăмах латин чĕлхинчен чăвашла "ĕçлени, воспитани илни, пĕлÿ пани, аталану, хисеплени" тесе куçарăнать. Шел те, пирĕнтен ытларахăшĕ "культура" сăмах пĕлтерĕшне юрă-ташăпа çеç çыхăнтарма хăнăхнă. "Ялта культура пурнăçĕ вĕресе çеç тăрать", – вулатпăр хаçатсенче, радиопа та çапла хăпартланса каланине илтетпĕр. Ял çынни юрлани-ташлани аван-ха вăл, фольклор пуянлăхне алла илни те – мухтава тивĕçлĕ ĕç. Анчах ял культурине юрă-ташă çеç çĕклет тени – йăнăш шухăш. Клуб е библиотека умĕнче, урамра, çул айккинче, çырма-çатра хĕрринче тĕрлĕ çÿп-çап, тасамарлăх йăваланса выртсан, ку ялта "культура пурнăçĕ вĕресе тăрать" теме пулать-и; Паллах, çук! Çак ял çыннисем пирки те "культурăллă" тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Чĕлхе çинчен сăмах хускалчĕ пулсан, культура шайĕнчен ытла та аякра тăрать вĕт-ха вăл пирĕн, усал сăмахпа, намăс пуплевсемпе тулса ларнă. Хăш-пĕр çын намăс сăмахсăр калаçма та пултараймасть. Нумай вĕренмен çын пулсан татахчĕ, пĕр е икĕ дипломлисем те, хăш-пĕр пуçлăх та намăс сăмах калама пĕрре те вăтанмаççĕ. Вунă-вун икĕ çул каялла çеç çапла марччĕ вĕт-ха. Мĕншĕн çав таранччен пăсăлтăмăр-ши, тăванăмăрсем; Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсемпе хĕрсем те намăс сăмахпа перкелешеççĕ, хăйсене ытла та ăслă, харсăр туяççĕ пулмалла. Урамра кăна-и, ĕç вырăнĕнче, канашлупа пухура та калаçу культури пăрахăçа тухма пуçлани вăрттăнлăх мар. Çитĕнекен ăрăва культурăллă калаçма çемьере, ача садĕнче, шкулта вĕрентмелле тетпĕр. Анчах çак чăнлăха хамăрах пăсмастпăр-и, аслисем; Нумай çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисен умĕнче намăс сăмахпа калаçать. Хăш-пĕр учитель те вĕренекенсем умĕнче намăс сăмах калама вăтанмасть. Паллах, кун пек вĕсен авторитечĕ ÿсмест, воспитани ĕçĕнчи сиен вара пĕчĕк мар. Ял-йыш, тус-юлташ! Атьăр-ха культура çулталăкĕнче тирпейлĕ те сăпайлă, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ пулма хăнăхар. Мĕншĕн хамăра хамăр хисеплеместпĕр-ха; Манăн районсен Пухăвĕн депутачĕсене 2014 çула Чечек пахчин çулталăкĕ тесе йышăну кăларма сĕнес шухăш пур. Кун пирки эпĕ темиçе çынпа та курса калаçрăм, пурте манпа килĕшнине пĕлтерчĕç. Ан тив, кашни ялта, чи малтан вара район центрĕнче вун-вун тĕрлĕ чечек ешертĕр, тавралăха илем кÿтĕр. Районăмăра килекенсем кунта чăннипех те культурăллă, хитрелĕх-шĕн тăрăшакан çынсем пурăнаççĕ тетчĕр. Паллă ăсчах тата чаплă пахчаçă И.В.Мичурин: "Чечеке юратакан çын чун-чĕрипе пуян, кăмăлĕпе ырă, тыткаларăшĕпе пысăк культурăллă", – тесе каланине асра тытар.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика