21 февраля 2014 г.
Пайкилт ял тăрăхĕн çуртĕнче вырнаçнă вулавăш залĕнче ваттисен канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче – 5 ыйту. Пĕрремĕш ыйтăвĕ ваттисен списокне тĕплĕн пăхса тухасси çинчен пулчĕ. Списокра пенсионерсен адресне, хăçан çуралнине, тыл тата ĕç ветеранĕ пулнине, инвалидсен хăш ушкăнне кĕнине, пенсине тухиччен ăçта ĕçленине, мĕнле пĕлÿ илнине кăтартатпăр. Çак ĕçе кашни кварталтах тăватпăр, улшăнусем кĕртетпĕр. Çулталăкра пĕр хутчен хамăр мĕн çырнине халăха социаллă хÿтлĕх паракан районти уйрăмĕнчи даннăйсемпе танлаштаратпăр. Ăна тĕрĕс туса пырсан канашăн хăйĕн кулленхи ĕçĕсене йĕркелесе пыма та меллĕрех. Иккĕмĕш ыйту "Ваттисен кĕтесĕ" стенд пирки пулчĕ. Ăна эпир виçĕ ялпа (Çĕнĕ Мами, Пайкилт, Тăрăн) колонкăсем çине пайласа çырнă. Стенд çине тыл ĕçченĕсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, вăрçăран таврăнса вилнĕ салтак арăмĕсене, ваттисен канашĕн списокĕсене, çулталăк ĕç планне вырнаçтарнă. Пĕлтерÿсемпе юбилей ячĕпе ветерансене саламланисене вăхăтра улăштарса тăратпăр. Информаци колонкисене сăн ÿкер-чĕксем те кĕртетпĕр. Виççĕмĕш ыйту "Ялăн хисеплĕ гражданинĕ" ята тивĕçлисен кандидатурисене пăхса тухасси пулчĕ. Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан Г.Димитриев тата П.Николаев ватăсене, вĕсен тивĕçлĕ ĕçĕсене хак парса, ял халăхĕн пухăвĕ умне хисеплĕ ят пама ыйту тăратас терĕмĕр. Ваттисен канашĕн тепĕр ыйтăвĕ те ялта пурăнакансемпе çыхăннă: Çĕнĕ Мами ял масарĕ çинче вырнаçнă пÿрте кирпĕч туянса, кăмака купаласа, йĕри-тавра никĕс хăпартса, пĕренесем хушшине кирлĕ çĕрте мăкласа хĕллехи вăхăтра ăшăнмалла тăвас тесе халăхран пулăшу ыйтасшăн. Çак ыйтусене Пайкилт ял тăрăхĕн администрацийĕ пуху ирттерсе сÿтсе явасса шанас килет. Пиллĕкмĕш ыйту – ваттисен канашĕн яланхи комиссийĕсем çинчен. Пилĕк комисси тĕрлĕ енлĕ ĕçлет. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçăран таврăнайман Пайкилт тата Тăрăн ялĕсенчи ентешсен списокĕсене çĕнĕрен пăхса тухасси малалла пырать. Шкулти тимуровецсен команди (волонтерсем) валли виçĕ ялта пĕччен пурăнакан ватăсен списокне хатĕрлерĕмĕр. Пенсионерсен пушă вăхăтне интереслĕ ирттерес тесе комисси председателĕ П.Николаев нумай тăрăшать. Вăл йĕркеленĕ пенсионерсен "Пурăнар" ушкăнĕ кÿршĕ ялсенче концертсем лартса парать, çак ушкăнри комисси членĕ А.Алексеева уйрăмах хастар. Ĕç ветеранĕ А.Ильин шкул ачисене шашка-шахматпа интереслентерет, халĕ вăл ватăсене те çак вăйăсен ăмăртăвĕсене хутшăнтарас кăмăллă. Тата çакна та асăнса хăварас килет. Пайкилт ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" директорĕ Н.Семенов ертсе пыракан культура ĕçченĕсен "Хĕлхем" коллективĕ (М.Осипова – Пайкилтри вулавăш ертÿçи, З.Андреева – илемлĕх ертÿçи, А.Жилина – йĕркелÿçĕ, А.Иванова – Тăрăнти вулавăш ертÿçи,Т.Иванова – техслужащи) ваттисен канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрле пухăнса кашни уйăхрах юбилярсене килĕсене кайса саламлатпăр. Ял артисчĕсем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа ватăсене савăнтараççĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунаççĕ. Аслă ÿсĕмрисем хăйсене манманшăн чĕререн тав тăваççĕ, чылайăшĕн савăнăç куççулĕ тухать. Сăмах май, кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче вĕсем Пайкилт ялĕнче пурăнакан тыл тата ĕç ветеранĕн А.Федотован çуралнă кунне (92 çул), Çĕнĕ Мами ялĕнчи РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Г.Димитриева 85 çул тултарнă ятпа юрă-ташăпа саламларĕç. М.ИВАНОВ, вырăнти ваттисен канашĕн ертÿçи.