21 февраля 2014 г.
Карăклăри "Хĕвел" ача садĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумне С.Петровăна, район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхне О.Петровăна, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумне С.Ивановăна, Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхне Е.Козлова çурхи илемлĕ чечексене аса илтерекен, капăр тумланнă ачасем çепĕç юрăпа кĕтсе илчĕç. Уяври пек лару-тăру туса хума сăлтавĕ пысăк – паян кунта хушма ушкăн уçăлать. Ача садне иккĕмĕш килĕ вырăнне хуракан 63 ача çумне тата 20-ĕн хушăнаççĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн психологипе филологи факультетĕнче юлашки çул вĕренекен А.Егорова тата ăна пулăшакан В.Васильева вĕсемшĕн иккĕмĕш анне вырăннех пулĕç. Пăчĕк, анчах пысăк пĕлте-рĕшлĕ уява райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Вăл çакăн пек ушкăнсем малашне те уçăласси çинчен пĕлтерчĕ. Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çуртне çĕнетсе шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ тăвасси мĕнле пыни çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Владислав Васильевич хушма ушкăн валли пÿлĕме юсаса йĕркене кĕртес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн ача сачĕн заведующине Е.Георгиевăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çемье хушăннă ятпа çавăн пекех министр çумĕ С.Петрова, Пенси фончĕн вырăнти управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Козлов, Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача сачĕн заведующийĕ Е.Орынко, "АСК-Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене тăвакан Е.Терентьев саламларĕç. Паллах, вĕсем пушă алăпа килмен – сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетрĕç. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕн С.Ильина воспитателе, музыка ертÿçине Е.Иванова, воспитатель пулăшуçисене Т.Сергеевăпа Т.Казаковăна, Н.Христофорова повара управленин Хисеп хутне парса чысларĕ. Ача сачĕн заведующийĕ Е.Георгиева, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ ячĕпе М.Шавгаева çĕнĕ ушкăн уçма пулăшнăшăн строительсене, район администрацине тав турĕç. Аслă тата вăтам ушкăнсенчи ачасем С.Ильина, Г.Лукина, И.Ефимова воспитательсем, музыка ертÿçи Е.Иванов ертсе пынипе хăнасем тата кĕçĕн тусĕсем валли чăн-чăн уяв туса пачĕç. Садика Карăклă, Юмансар, Çăлпуç ачисем çÿреççĕ.
В.АЧЧА.