21 февраля 2014 г.
Районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта калаçу РФ Президенчĕ йышăннă "Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен" Указа пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата Чăваш Республикин 2013 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани, Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн Патшалăх Канашне янă Çырура кăтартнă Комплекслă плана пурнăçа кĕртесси, чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тата çынсене шывсем çинчи объектсенче инкекрен сыхлассипе çыхăннă мерăсем, халăха пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ăнлантарса парасси çинчен пычĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вăл район администрацийĕн акт залĕнче информкун пирки кирлĕ кăтартусем панипе пуçланчĕ. Шупашкартан республикăн вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăнра – Федераци налук службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан О.Никина, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ И.Клюкова. Акт залне пухăннă информушкăнсем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ А.Егоров,администраци ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, культура секторĕн заведующийĕ В.Павлова, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ О.Петрова тухса калаçрĕç. Çакăн хыççăн информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç. Министр çумĕ С.Петрова тата райадминистраци пуçлăхĕ Карăклă тата Асхва ял тăрăхĕсенче пулчĕç.
В.АЛЕКСЕЕВ.