19 февраля 2014 г.
Çĕнĕ Шелттемри Гришин Ваççине таврари ялсенче пĕлмен çын пулман та пулĕ: фронтовик, вăрçăран аманса таврăннă, ăста вăйăç, унăн çинçе саслă тальянка купăсĕ мĕн чухлĕ хĕр упраçа савăнтарман пулĕ çуллахи каçсенче. Мĕн пытармалли пур: купăс калама ăста каччăна хĕрсем те ăмăртмалла тенĕ пекех савнă. Паллах, Ваççа чи савăккине, чи илемлине, Çĕнĕ Шелттемрех çуралса ÿснĕ Кăтра Анюккине суйласа илнĕ. Ваççа купăс калама ăста пулнă пулсан, Анюк вара – гитара калама. Каланă кăна мар, гитара çемĕ майăн чăвашла, вырăсла юрăсене чуна тыткăнламалла шăрантарнă. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ мăшăр пилĕк ача çуратнă. Шел, вăрçă хирĕнчен аманса таврăннă салтакăн ĕмĕрĕ питĕ кĕске пулнă. 1970 çулта Удмурт Республикине вăрман касма кайнăскер, çĕрле, çывăрнă чухне вăрманти пÿрте çулăм хыпса илсен, Кивĕ Шелттем ачипе Бориспа çунса вилнĕ. Василий Ивановичăн Шелттем масарĕнчи вил тăпри çине лартнă палăк çине хăйĕн чи юратнă юррин пĕр йĕркине çырса хунă: "Атте мана шур çурт лартса парап тетчĕ..." - Çимĕкре масар çине кайсан çак сăмахсене вуласан яланах куççуль тухать, - каласа парать Василий Ивановичпа Анна Ивановнан аслă хĕрĕ Валентина Васильевна Михайлова. Тата çакна та асăнса хăвармалла: Василий Ивановичăн пиччĕшне, Гришин Александр Ивановича, вăрçăран таврăнсан пирĕн яла, Пĕршенерти пуçламăш шкула, ĕçлеме янă. Вăл мана 3-мĕшпе 4-мĕш классенче вĕрентнĕ. Александр Иванович çĕре кĕнĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те, эпĕ ăна яланах ырăпа кăна асăнатăп. - Анне çулла ялта, хĕлле Шупашкарта Надя йăмăкăм патĕнче пурăнать, - тет Валентина Васильевна. - Атте те, анне те çамрăк чухне уявсенче юрлама, ташлама ăстаччĕ. Тата анне тĕрĕ тĕрлетчĕ, çыхатчĕ. Пире те вăл çамрăклах алă ĕçне вĕрентнĕ. Хам та эпĕ çамрăклах юрлама, ташлама ăста пулнă. Шкулти пĕр концерта та хутшăнмасăр юлман. Çавăнпах пулĕ алла аттестат илсен 1971 çулта Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕтĕм... Пĕлÿ илнĕ специалиста Шăхасанти Культура çуртне массовик-инструктор, халăх пултарулăх методисчĕ, хормейстер пулса ĕçлеме яраççĕ. Кунта Валя тÿрех юратнă ĕçе кÿлĕнет. Хăйĕн пекех пултаруллă çамрăксемпе концертсем хатĕрлет, районти ялсене çÿресе çĕр ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарать. Пултаруллă культура ĕçченĕ 1992 çулта ача-пăчасен Шăхасанти ÿнер шкулĕнче теори дисциплинисене вĕрентме тытăнать. Училищĕре илнĕ пĕлĕве татах та çÿллĕ шая ÿстерес тĕллевпе Валентина Васильевна 1998 çулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕрсе тата 4 çултан алла диплом илет. Валентина Васильевна хăйĕн вĕренекенĕсемпе тĕрлĕрен конкурссене, концертсене, кану каçĕсене, "музыка эрнисене", тата ытти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Хăй те вăл пушă вăхăтра "Шăпчăк" ансамбле юрлама, Шăхасанти Культура çурчĕ çумĕнчи ал ĕç ăстисен "Хозяюшка" клубне çÿрет. - Шăхасанти ÿнер шкулĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăксем Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕреççĕ, - тет пултаруллă çамрăксен наставникĕ Валентина Михайлова, - унтан вĕренсе тухнисенчен хăшĕ-пĕри республикăри ялсенчи культура учрежденийĕсене, шкулсене ĕçлеме каять, теприсем университетсен музыка факультечĕсенче, консерваторисенче вĕренсе аслă пĕлÿ илеççĕ. Сăмахран, Степанов Максим Шупашкарти училищĕрен вĕренсе тухнă, халĕ Хусанти консерваторире пĕлÿ илет. Вăл кунта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнатчĕ. Эпир унăн çитĕнĕвесемшĕн савăнса тăнă. Захарова Кристина Мускаври педагогика университетĕнче, Кириллова Еленапа Амурский Андрей И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕн музыка факультетĕнче вĕренеççĕ. Ун пек тĕслĕхсем нумай илсе кăтартма пулать. Пирĕн çав тери пултаруллă ача пурччĕ - Шекки Данил. Шупашкарта музыка литературипе ирттернĕ конкурса хутшăнса вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Канашра ирттернĕ зонăри конкурссенче вăл пĕрремĕш вырăнсене тухнăччĕ. Фадеева Елена юрлама питĕ ăстаччĕ. Вăл та, конкурса хутшăнса, иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. - Валентина Васильевна, ÿнер шкулĕнче ачасене мĕнле дисциплинăсене вĕрентетĕр; - Теори дисциплинисен ячĕсене вырăслах калам-ха: сольфеджио, музыкальная литература, чувашская музыка, слушание музыки, общее фортепиано, музицирование. Уроксенче нота грамотисене вĕрентетĕп, диктантсем, угадайкăсем çыратпăр - музыка пĕлĕвĕсене илме ман пата 1 - 5-мĕш классенче вĕренекенсем çÿреççĕ вĕт-ха. Валентина Васильевна пек хастар та пултаруллă çынсем сахал мар Шăхасанта. Вĕсем çине тăрса тăрăшнипех кунти Культура çуртĕнче "Хозяюшка" клуб ĕçлет. Кунта алă ĕçĕ тума - çыхма, тĕрлеме, тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçерме, юрлама-ташлама ăста хĕрарăмсем çÿреççĕ. Вĕсен хушшинче педагог Мулина Таньăна,Лидия Кирюковăна, Никитина Надеждăна, Петрова Иринăна, Эмилия Куропаткинăна, Любовь Григорьевăна тата ытти нумай-нумай хушамата асăнать. Хĕрарăмсем пĕр-пĕринчен тĕрлĕрен ĕç тума вĕренеççĕ, унтан сĕтел хушшине сăмавар умне пылпа чей ĕçме лараççĕ: хурт-хăмăр ăсти пулнă май, Эмилия Куропаткина нихăçан та клуба пушă алăпа килмест. Техĕмлĕ чей ĕçнĕ май калаçăвĕ те татăлмасть, сăмахĕсем пĕр пĕринпе сыпăнсах пыраççĕ. Тата акă мĕн асран каймасть В.Михайлова асĕнчен: иртнĕ çулхи март уйăхĕнче хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ концертра клуб членĕсем, саккăрăн пуçтарăнса, Культура çуртне пуçтарăннă халăха частушкăсем юрласа парса тĕлĕнтернĕччĕ. Тăвăллăн алă çупса тав тунăччĕ халăх пултаруллă юрăçсене. Валентина Васильевна хăй те крючокпа та, спицăпа та çыхма ăста. Темтепĕр тухать унăн аллинчен - тĕрлĕрен кофта, тутăр, салфетка, чăлха-нуски... Хăй аллипе ăсталанă хитре япалисене халăха кăтартма вăл кашни çулах ĕçпе юрă уявне - Акатуя илсе тухать. "Хозяюшка" клубра чăваш тĕррипе интересленекенсем пур-и, тесе ыйтсан Валентина Васильевна тÿрех вăтам шкулта кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентекен Любовь Макаровна Григорьева учительницăна асăнчĕ. "Нумаях пулмась Шăхасан шкулне Чăваш çĕрĕн пуçлăхĕ килсе кайрĕ, - каласа парать Валентина Михайлова. - Хаклă хăна килнĕ çĕре Любовь Макаровна хăйĕн вĕренекенĕсемпе ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук пулĕ унта! Ăна пĕтĕмпех ачасем хăйсен аллипе туса хатĕрленĕ вĕт!" Февралĕн 1-мĕшĕнче Валентина Михайлова культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухса ĕçе пуçăннăранпа 40 çул çитрĕ. 2009 çулта вăл "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят илме тивĕçлĕ пулнă. Ытти наградăсене илес пулсан, вĕсем Валентина Васильевнăн темĕн чухлех: 1987 çулта вăл КПСС Центральнăй комитечĕн, ВЦСПС тата ВЛКСМ Центральнăй комитечĕн Хисеп грамотине, РСФСР Культура министерствин тата культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнă. Унтан Чăваш АССР Музыка обществин, Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучĕсем... Канаш район администрацийĕн хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Февралĕн 14-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем çветтуй Валентин кунне паллă тăваççĕ. "Хозяюшка" клуб членĕсем çав кун Шăхасанта пурăнакансене пысăк концертпа савăнтарма шутлаççĕ. Валентина Михайлова та çав каç шăхасансене хăй юратнă юррине юрласа пама ĕмĕтленет.
В.ЛАПИН.