АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афганистан нихăçан асран тухмĕ

19 февраля 2014 г.

Афганистан нихăçан асран тухмĕ

Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа нарăсăн 15-мĕшĕнче 25 çул çитрĕ. Çак пулăм Раççейра кăна мар, Совет Союзĕн йышĕнче пулнă хăш-пĕр çĕршывра та анлă паллă тăваççĕ. Çак дата умĕн ял тăрăхĕсенче, хулапа районти шкулсенче, библиотекăсенче сăртлă-туллă çĕршыври çапăçусене хутшăннисемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Вунă çула пынă вăрçă пĕтнине Канашра пысăк мероприяти ирттерсе палăртрĕç. Вăл хулари Никольски чиркĕвĕнче Афганистанра пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене асăнса кĕлĕ тунипе пуçланчĕ. Интернационалист воинсем чиркÿ умне пухăнсан чиркÿ хапхи тăррине кăвакарчăнсем йышлăн пырса ларчĕç. "Ахăртнех, паттăр салтаксен чунĕсем килчĕç пулас", – терĕ пĕр кинемей сăхсăхса. Каялла тухнă чухне мир кайăкĕсем харăссăн çÿлелле çĕкленсе хула масарĕ еннелле вĕçсе кайрĕç. Кĕлĕ пĕтсен вăрçă хирĕнчен чĕрĕ таврăнайманнисен ячĕпе çурта лартрĕç. Хулапа районтан Афганистана 623-ĕн тухса кайнă. Пуçĕсене хунисем вун саккăрăн, пĕри хыпарсăр çухалнă. Инвалид пулса таврăннисем те пур. Митинга Афганистан вăрçин ветеранĕсен Раççейри союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев уçрĕ. – Çĕнтерÿпе çухатăвăн йывăр çулĕпе утса тухрăмăр. Мрамор плити çине ячĕсене çырнă каччăсем яланлăхах çамрăк пулса юлчĕç. Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕшĕн сăвап сире, – терĕ Герман Петрович. – Пурнăçăра хĕрхенмесĕр çар тивĕçне пурнăçланăшăн, мирлĕ ĕçре хастар пулнăшăн, ачăрсене тĕрĕс воспитани панăшăн пысăк тав. Эсир вăрçăн нуши-терчĕ, йывăр тĕрĕслевĕ витĕр тухнă пулин те чурăс чунлă, тимсĕр çын пулса юлмарăр. Çарти туслăха, çамрăк чухнехи идеалсене яланах упрăр. Кашни ăрăвăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе малашне те хастар хутшăнасса шанатăп. Çитĕнекен ăрупа тăтăшах тĕл пулăр, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем çинчен каласа парăр, вĕсенче патриотизм туйăмĕсем çуратăр. Çак асра юлакан кунра сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тăнăçпа телей сунатăп, – терĕ хăйĕн саламĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов митинга пынă ачасене çапла чĕнсе каларĕ: – Сире нихăçан та вăрçă курмалла ан пултăр. Çитет çапăçса, ÿт-пĕве тĕреклетĕр, вăйăрсене спорт ăмăртăвĕсенче кăтартăр. Митингра çавăн пекех хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Зайцев, Мускавра службăра тăракан, Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ гварди полковникĕ Э.Смирнов, ДОСААФăн Канашри автошкулĕн директорĕ В.Анисимов тухса калаçрĕç. Вĕсен сăмахĕнче çакăн пек шухăш яр-уççăн тухса тăчĕ: "Эпир сирĕн паттăрлăхăрпа, ырă тĕслĕхĕрпе воспитани илнĕ. Эсир чăваш ятне ямарăр. Шел, нумайăшĕ тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килеймерĕ, вилнĕ ентешсемшĕн хуйхăратпăр". Пурте пĕр минут шăп тăчĕç, монумент умне хĕп-хĕрлĕ гвоздикăсем хучĕç. Мероприяти малалла Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче тăсăлчĕ. Интернационалист воинсем кунта "Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр", "Пурăн та асра тыт", "Пурнăçшăн вилнисене асра тытса", "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем" стендсемпе паллашрĕç. Г.Николаев пĕлтĕр тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, афганецсен, Чечняри событисене хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Хулари культура керменĕнче салтак юррисен фестивалĕ иртрĕ. Ăна вагонсем юсакан завод районĕнчи чиркĕвĕн çамрăк параппанçисем уçрĕç. Канашри 6-мĕш тата Янкăлчри шкулсен кадечĕсем Афганистан вăрçин ветеранĕсен вырăнти уйрăмĕн ялавне йăтса кĕчĕç. Экран çинче Афганистанри тата Чечняри событисен хăш-пĕр саманчĕсене кăтартрĕç. 10-мĕш вăтам шкулти çамрăк пограничниксен отрячĕ строй дисциплинин упражненийĕсене кăтартрĕ. Пухăннă халăха район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, çар комиссариачĕн вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, афганец воинсен ертÿçи Г.Николаев, хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Золотова, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Э.Смирнов полковник, ДОСААФ автошкулĕн директорĕ В.Анисимов ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Сывлăш десант çарĕсен командующийĕн В.Шаманов генерал-полковникăн саламне вуласа пачĕç. В.Герасимова, А.Филиппова, В.Стрельцова совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе наградăларĕç. Интернационалист воинсен пысăк ушкăнне "Афган вăрçин ветеранĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа, Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе чысларĕç. Афганистан вăрçин ветеранĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе афганец воинсен мăшăрĕсене хисеп тума ятарлă медаль хатĕрленĕ. Награда йĕрленчĕкне С.Семенов хайланă. Шупашкара саккас панă. Уяв умĕн 10 медаль килнĕ. Ячĕ – "Жене воина-афганца", медалĕн тепĕр енне: "Просто ты умела ждать как никто другой", – тесе çырнă. Наградăна илнĕ чухне мăшăрĕсемшĕн мăнаçланнă хĕрарăмсен сăн-пичĕ савăнăç шевлипе çиçрĕ. Вăрçа пула ĕмĕрĕ татăлнă салтаксен амăшĕсене райпо уйăрса панă парнесене, чечек çыххисем пачĕç. Малалла салтак юррисен фестивалĕ пулчĕ. Унта хулари тата районти пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем хутшăнчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика