19 февраля 2014 г.
Вырăсла тухса тăракан "Канаш" хаçат корреспондентне Василий Лапина "Канаш ен" хаçата вулакансем те пĕлеççĕ. Хутран-ситрен вăл районта пурăнакан интереслĕ çынсем çинчен тĕрленчĕксем çырса райхаçатра çапса кăларать. Нумаях та пулмасть Сивçырмари пĕр мăшăр Федоровсем çинчен материал çырнăччĕ вăл. Валентина Михайловнапа Валерий Михайлович малтан Шупашкарта пурăннă, каярахпа, кил хуçи тракторсем тăвакан заводра хурçă шăратакан цехра ĕçлесе иртерех пенсие тухсан, çемье тĕп хулари хăтлă хваттерне хĕрне парса хăварса яла куçса килнĕ. Кунтах тĕпленсе пурăнас тĕллевпе кирпĕчрен çурт хăпартнă, газ кĕртнĕ, пусă чавса пÿрте шыв кĕртнĕ. Ку нимех те мар-ха. Газпа, шывпа хальхи вăхăтра никама та тĕлĕнтереймĕн. Федоровсем пĕчĕк ял пурнăçне тепĕр хут чĕртсе янă тейĕн! Хăйсен умĕнчи кивĕ магазин тăррине Раççей ялавне çакнă, вăл унта кунĕн-çĕрĕн вĕлкĕшет. "Халăх Раççей çĕрĕ çинче Сивçырма текен ял пуррине пĕлтĕр!" - тет Валерий Михайлович. Уявсене сивçырмасем (ялта 35 çын çеç пурăнать) пĕрле ирттереççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ялсенчи кашни урамра пĕр-пĕр киле хĕрарăмсем каçсерен çăм, сÿс арлама, чăлха-нуски çыхма, хĕрсем тĕрĕ тĕрлеме, арçынсем çăпата хуçма, юмах-халап çапма пуçтарăннă пулсан, Федоровсен килне кÿршĕсем клуба пуçтарăннă пек район, республика пурнăçне пĕлме, Валерий Михайлович ют çĕршывсенчи лару-тăрăва ансат чĕлхепе каласа панине итлеме пухăнаççĕ. Тулли пурнăçпа пурăнать чăваш çĕрĕ çинчи пĕчĕк çеç Сивçырма! Василий Степанович кÿршĕри Тăвай районĕнчи Вăтаялĕнчи пĕччен пурăнакан В. Федоров почтальон патне те çитсе килнĕ. Вăл Çĕмĕрлери "Малютка" ача çуртĕнчен 4 çулхи арçын ачана усрава илнĕ. Çăмăл тетĕр-и арçын пуçпа пĕчĕк ачана пурнăç çулĕ çине тăратма; Виталий Васильевич нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăман, усрава илнĕ ачана тивĕçлĕ воспитани парас тесе вăйне-халне шеллемесĕр тăрăшать. Халĕ Саша Тĕмер шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Ашшĕ унпа тивĕçлипе мухтанма пултарать: вăл "4" тата "5" паллăсемпе кăна вĕренет, шкултан таврăнсан ашшĕне хуçалăхри ĕçсене тума пулăшать. Василий Лапин Юмансарта пурăнакан Альберт Филиппов отставкăри мичман çинчен те хаçатра статья çырса кăтартнăччĕ. Альберт Исаевич - хăйне евĕрлĕ çын, вăл пурнăç çине, пурнăçри пулăмсем çине пирĕн пек мар, пачах урăхла куçпа пăхать. Сăмахран, вăл шутланă тăрăх, çурçĕр енне каснă чÿречесенчен арçын вăйне хавшатакан энерги кĕрет, е тата пÿрт тăррине шĕвĕр вĕçлĕ тунă çын кăмăлĕпе начар, кÿршĕсемпе харкашать, çынпа пĕр чĕлхе тупаймасть иккен. Хаçатра пичетленсе тухнă çак виçĕ материала Василий Степанович Мускава, Раççей Журналисчĕсен союзĕ ирттерекен "2013 çулта пичетленсе тухнă чи лайăх журналистика произведенийĕсем" конкурса ярса панă. Нумаях пулмасть тĕп хуларан ырă хыпар çитрĕ: Василий Лапин конкурсăн "Професси ăсталăхĕшĕн" номинацийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Конкурс çĕнтерÿçисене Мускавра, февралĕн 28-мĕшĕнче, Журналистсен Тĕп çурчĕн концерт залĕнче чыслаççĕ. Çав кунах вĕсем 18 сехетре Раççей журналисчĕсен балне хутшăнаççĕ. Василий Степанович Мускава кайма билет илсе те хунă ĕнтĕ.
И.АНДРЕЕВА.