АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ÿсĕр водитель" рейд иртĕ

14 февраля 2014 г.

Районта "Ÿсĕр водитель" рейд тăтăшах иртет. Унăн тĕллевĕ – водительсен руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа ларас йăлана тĕп тăвасси. Иртнĕ çулта ÿсĕр водительсен айăпне пула 12 автоинкеке шута илнĕ, 30 çын аманнă, 5-шĕ пурнăçран уйрăлнă. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен районта "Ÿсĕр водитель" черетлĕ рейд йĕркелесе ирттерме палăртнă. Çав тапхăрта ДПС инспекторĕсем хĕрĕнкĕ водительсене тупса палăртассипе тимлĕç, çак тĕллевпе автомашинăсене чарса руль умĕнче ларакансен сывлăхĕпе паллашĕç. Тепĕр хут асăрхаттарса калас килет – "хаяррине" сыпнă пулсан руль умне ан ларăр, кайран чавса çывăх та, çыртма çук! Алкоголь çыннăн организмне сиенлĕ витĕм кÿнине ăсчахсем тахçанах тĕпчесе палăртнă, çавăнпа та руль умне ларса пуçтахланма кирлĕ мар. А.ДМИТРИЕВ, ДПС инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика