АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмпе пĕрре мар куçа-куçăн…

14 февраля 2014 г.

Çĕнĕ Аччари сакăр çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă чухнех П.Михайлов салтак пулма хатĕрленнĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, çăвара пирус хыпман. Ырă тĕслĕх камран илмелли пулнă унăн: ашшĕ, Алексей Михайлович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă, Çĕнтерÿ хыççăн тата çулталăк Польша чиккинче службăра тăнă. Аслă пиччĕшĕ, Анатолий, салтак аттине Польшăра çĕтнĕ. Ачча вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсанах çар комиссариачĕ ăна ДОСААФ-ăн Канашри автошкулне вĕренме янă. 1983 çулти авăн уйăхĕнче унăн салтак ячĕ тухнă. Хăйĕн пекех çамрăксене Хусана илсе кайнă, унтан – Самар хулине. Кунта çар тумĕ тăхăнтартнă та поезд çине лартнă. Узбекистанри Термез хулинче 1984 çулхи кăрлач уйăхĕччен çар ĕçне вĕрентнĕ. Присяга тытнă хыççăн чаçе Афганистана куçарнă. – Кунта эпĕ пуçласа сăртсем куртăм. Юр çăватчĕ. Тавралăх асамлă юмахри евĕр илемлĕччĕ. Анчах та çак илем çав тери ултавлăччĕ – кашни утăмра тенĕ пек хăрушлăха кĕрсе ÿкме пултарнă. Сăртсен хысакĕн айлăм вырăнĕсенче пĕрре мар душмансен вут-çулăмĕ айне лекме тивнĕ. Çакăн пек лару-тăрăва пуçласа Саманган ятлă кишлак çывăхĕнче çаклантăм. Колонна пуçĕнче пыракан машинăсем хăвăртлăха тăруках вăйлатрĕç. Эпир, çамрăк салтаксем, мĕн пулнине ăнкарса илеймерĕмĕр. Турра шĕкĕр, пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ – пурте сывах, – аса илчĕ Павел Алексеевич. П.Михайлов "КамАЗ" машинăпа Кабул, Баграм, Пули-Хумры, Хайратон хулисенче вырнаçнă çар чаçĕсене çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç, топливо турттарнă. Афганистан тĕп хулине Кабула каякан çул çинче пысăк ту хырçи выртнă. Ун тĕлĕнчен шикленмесĕр иртме пулман. Çу кунĕсенче шăрăх канăç паман, хĕлле ту çинчи çулсем пăрпа витĕннине пула водителĕн ялан сыхă пулма тивнĕ. Чăваш каччи вилĕмпе пĕрре мар тĕл пулнă, кашнинчех унран хăпма пултарнă. Ун пек чухне алла автомат тытса душмансенчен вут-хĕм сапса хăтăлнă. Павел инçетри туллă-сăртлă çĕршывра ентешĕпе тĕл пулнине çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа аса илчĕ: – Стройра тăратпăр. Сасартăк хамăр ял ачине курах кайрăм. "Саша Федоров, эсĕ-и ку;", – ыйтрăм эпĕ. Вăл, çакна кĕтменскер, çухалса кайрĕ. Чăвашла ыйтман пулсан, ахăртнех, палласа илейместчĕ пуль. Саша Джабаль-Усадже кишлакĕнче вырнаçнă комендант ротинче службăра тăнă, пирĕн пата вара солярка илме килнĕ. Вăл манран маларах ака уйăхĕнче киле кайрĕ. Ун урлă тăвансем патне салам ятăм. Павел Алексеевич рота командирне Юткина, взвод командирне Шегеда ырăпа аса илет. Вĕсем салтаксемшĕн тăван пекех пулнă: вăрçнă та, мухтанă та. Çар ĕçĕнче ăнăçу командир тĕрĕс йышăну тунинчен нумай килет. – Юткин ялан çапла калатчĕ: "Афганистан çĕрĕ çине пĕрле килтĕмĕр, пĕрлех тухса каятпăр". Шел, хăшĕ-пĕри килне тупăкра таврăнчĕ, – ассăн сывларĕ манпа калаçакан. Павел Çĕнĕ Аччана тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Пĕтĕмпе Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретĕнче икĕ çул çурă тăнă. Уйăхран ДОСААФăн Канашри автошкулне професси вĕрентĕвĕн мастерне вырнаçнă. Халĕ те унта ĕçлет. Раççей Çарĕ тата халăх хуçалăхĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕçре хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрать. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та ăна лайăхпа вĕçлет, çакăншăн хисеплеççĕ те ăна унăн курсанчĕсем, ĕçтешĕсем. В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика