АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог та, çĕр ĕçченĕ те

14 февраля 2014 г.

Чăннипех тĕлĕнмелле çын çак хĕрарăм. Канăçа пĕлменскер, ĕçченскер, вашават-скер, пур ĕçе те тума пултараканскер вăл. Кам вара вăл çакнашкал хĕрарăм тетĕр-и; Унпа хаваспах паллаштаратпăр. Ольга Михайловна Васильева – СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Çак пысăк хисепе вăл 1987 çулта Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура чаплă çитĕнÿ тунăшăн тивĕçнĕ. Ольга Михайловнăн кун-çулĕ хăйне евĕр интереслĕ. Ялти учительница. Çирĕм улттăра – Чакаç ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ... Анчах пĕр çулхине Кармами выççăлкки бригадирсăр тăрса юлнă. Ольга Михайловна правленине пынă та: "Ярăр-ха мана тăван колхоза ĕçлеме", – тенĕ. Правлени ларăвĕнче унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Ăста педагог, пилĕк ача амăшĕ çĕнĕ вырăнта çанă тавăрса ĕçе пуçăннă. Çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене тарăнрах пĕлес тĕллевпе Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Кирек епле ĕçе те васкаса-хыпаланса тума юратман Ольга Михайловна. "Канаш" колхоз председателĕнче нумай çул ĕçленĕ Валерий Долгов калашле "çынсене итлеме пĕлнĕ". Тыр-пул тухăçне ÿстерессишĕн нумай тăрăшнă тăваттăмĕш бригадăн бригадирĕ. Ольга Михайловна тĕрлĕрен сорт акса опыт нумай ирттернĕ. Çĕнĕ, лайăх тухăç паракан культурăсене ытларах акма тăрăшнă. Пăрçа сорчĕсене те сăнаса пăхнă вăл. "Канаш" хуçалăхăн вăрăм историйĕн Васильева бригадирпа çыхăннă тапхăрĕсенче çакăн пек кăтартусем çырăнса юлнă: пĕр çулхине кашни гектартан 43 центнер апат единици туса илнĕ. Рапса, сăмахран, çу каçипе икĕ хутчен акса çитĕнтернĕ, ăна гектартан 33 центнер илнĕ. Кукуруза та пысăк тухăçпа савăнтарнă – гектартан 556 центнер. 1987 çулта выльăх кăшманĕн гектартан илнĕ тухăçĕ 602 центнерпа танлашнă, çĕр улмин "невский" сорчĕ – 300 ытла центнерпа. Çынсемпе чунне парса ĕçлени Ольга Михайловнăн сумне ÿстерсе пынă. Ялта шкул çурчĕ кивелсе çитнĕ пулнă. Нумай калаçнă ун пирки, лавĕ вырăнтан та тапранман. О.Васильева хăй ку ыйтупа тивĕçлĕ органсене темиçе те çитнĕ. Юлашкинчен строительство материалĕсене тупнă тупнах. Бригадир ял халăхне нимене пухнă. Пурте килсе çитсен малтанхи кирпĕчсене хăй хурса панă. Унтан ыттисем... Канăçа пĕлмен бригадира ял-йыш темиçе хутчен те район Совечĕн депутатне суйланă, ăна шаннă. Депутат сăмах пачĕ тĕк вăл ăна пурнăçласса пĕлсе тăнă. Ольга Михайловна паян тивĕçлĕ канура, апла пулин те вăл пĕр самант та ахаль лармасть. Унăн ĕçчен аллисем яланах ĕç ыйтаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерет, ачисене, мăнукĕсене, вĕсем унăн улттăн, пулăшать. Ачисемпе те, мăнуксемпе те мухтанмалăх сăлтавĕ пур. Виçĕ ачи предпринимательствăра, пĕри ШĔМ структуринче ĕçлеççĕ. Ĕç ветеранĕ канаш ыйтакан валли яланах ырă сăмах тупать. Пирĕн сумлă ентешĕмĕр ыран хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çак ятпа тулли кĕрекене пуçтарăнакан ачи-пăчи, çывăх тăванĕ ăна нумай ăшă сăмах каласса пĕлсех тăратпăр. Хамăртан та Ольга Михайловна патне ырлăх-сывлăх сунса салам яратпăр. И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика