АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çухатăва астăвăм çеç пусарать

14 февраля 2014 г.

Çухатăва астăвăм çеç пусарать

Чĕрĕк ĕмĕр каялла Афганистанра вунă çула пынă вăрçă вĕçленнĕ. Историн вĕренÿ кĕнекисенче унти событисене хальлĕхе çырса кăтартман пулин те, вĕсем пирĕн Тăван çĕршыв кун-çулĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Историне пĕлни питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен иртнине пĕлменни этемлĕх тунă йăнăшсем патне тепĕр хут çаврăнса тухма пултарать. Юн кун Шуркасси вăтам шкулĕнче совет çарĕсене сăртлă-туллă çĕр-шывран кăларнăранпа 25 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти ирттерчĕç. Асăну урокне ертсе пыракан Л.Игнатьева килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсем – район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильева, вăрçă тата çар служби ветеранĕсен республикăри комитечĕн председателĕн çумĕ, республикăн "Патриот" обществăлла фончĕн директорĕ, отставкăри майор В.Константинов, Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин тата çар суранĕсен ветеранĕсен "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн правленийĕн членĕ Ю.Гурьев тата В.Николаев, А.Петров, О.Александров воин-афганецсем. Чуна хускатакан "Солдатам Афгана" юрă шăранать. Юрлаканĕ – Д.Пальмова вĕренекен. Çамрăк армеецсен ушкăнĕ Чăваш Республикин Ялавне йăтса тухрĕ. Чăваш Ен Гимнĕ мăнаçлăн янăраса кайрĕ. Асăну урокне В.Константинов уçрĕ, вăл Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. – Вăрçă çухатусăр пулмасть. Афган вăрçине 546255 çын хутшăннă. Çапăçу хирĕнче, госпитальсенче йывăр сурансене пула 13843 салтакпа офицер пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. 200 пин салтака орденсемпе тата медальсемпе наградăланă, 71-ĕн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисен хушшинче пирĕн тăрăхран та пур: Анат Сурăмран В.Петров тата Тури Сурăмран А.Семенов. Вĕсен ячĕсем ентешĕсен чĕрисенче ĕмĕрлĕхех упранĕç, – терĕ Владимир Иванович. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов çакăн евĕрлĕ мероприятисем ирттернин усси пысăккине палăртрĕ. Шкулти педагогсен коллективне вĕренекенсене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре хастар пулнăшăн тав турĕ. Кунти çамрăк армеецсем çарпа спорт вăййисенче çитĕнÿсем тăваççĕ. – Канаш хулипе районĕнчен Афганистана интернационалла тивĕçе пурнăçлама 371 çамрăк тухса кайнă, 18-шĕ пуçĕсене хунă. Канаш ен хăйĕн паттăр ывăлĕсене манмасть. Вĕсен ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем, мероприятисем ирттереççĕ, асăну хăмисем уçаççĕ. Сирĕн шкулта вĕреннĕ А.Семенова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, унăн ятне шкул стени çинче курма пулать, – палăртрĕ Владислав Васильевич. В.Софронов Афган вăрçинче пуçне хунă А.Семеновăн тăванне В.Николаева "Пуçне хунă салтак çемйине" медаль пачĕ. Ю.Гурьев сăртлă-туллă çĕршыври вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă Валерий Петрович Николаева, Алексей Никитич Петрова тата Олег Геннадьевич Александрова çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тата сывă пурнăç йăли-йĕркине пропагандăлас ĕçе хастар хутшăннăшăн Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин тата çар суранĕсен ветеранĕсен "Вăрçă инвали-чĕсем" обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕ, малашне те вăрçă ветеранĕсемпе тата инваличĕсемпе ĕçлессинче çирĕп тĕрев пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Республикăн "Патриот" обществăлла фончĕн директорĕ Ю.Гурьев Шуркасси шкулĕнче пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметне вĕрентекен К.Никоновăн çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассинчи тата Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрлессинчи хастарлăхне фондăн Хисеп грамотине парса палăртрĕ. Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильева пĕлтернĕ тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем пиллĕкĕн пурăнаççĕ. Афганистанра 11-ĕн çар службинче тăнă, Чечня Республикинче – 15-ĕн. Киле чĕрĕ таврăнайманнисен хушшинче Улаксар каччи Валерий Вячеславович Яковлев та пур. Ăна Чечняри çапăçусенчен пĕринче вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. В.Николаев шкулти хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе тăрать. Çамрăклăхăн икĕ çулне салтак атти тăхăнса Афганистан чиккинче ирттернĕ. Валерий Петрович аса илĕвне ачасем сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Хăйĕн сăмахне вăл вĕсене физкультурăпа, спортпа, уйрăмах яшсене, туслă пулма чĕнсе каланипе вĕçлерĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Д.Максимов – шкулти çамрăк армеецсен отделенийĕн командирĕ. Дима иккĕмĕш çул пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предмечĕпе республикăри олимпиадăра призерсен йышне кĕрет. Асăннă предмета К.Никонов лайăх вĕрентет. Унăн ĕçне грамотăсемпе хакланă, тав çырăвĕсем панă. Çакăн çинчен шкул директорĕ Г.Петрова хăйĕн сăмахĕнче палăртса хăварчĕ. Çамрăк армеецсем стройпа утас, алла-аллăн тытăçас, вĕрен тăрăх çÿлелле улăхас, автоматпа усă курас ăсталăха кăтартрĕç. "Смельчаки" ушкăн, К.Константиновăпа Д.Максимов ташласа, А.Николаев сăвă каласа, иккĕмĕш класра ăс пухакан Гена Пальмов, шкул хорĕ юрласа залра ларакансене лайăх кăмăл парнелерĕç. Мероприятине хутшăннисен ячĕпе Канашра воин-афганецсене асăнса лартнă монумент умне чечек кăшăлĕ хума О.Алексанрова, К.Никонова тата шкулта вĕренекен Д.Максимовпа Г. Александрова яма йышăнчĕç. В.Николаевпа А.Петров воин-интернационалистсем А.Семеновпа В.Яковлев ячĕсене асра тытса шкул стени çумне лартнă асăну хăми айне чечек кăшăлĕ хучĕç. В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика